Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçламăш професси пĕлĕвне илесси лайăхланать

22 февраля 2006 г.

 

Февралĕн 6-8-мĕшĕсенче Шупашкарти професси лицейĕнче пуçламăш професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсен руководителĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Ăна «Вĕрентÿ тытăмне реформăласси» проекта пурнăçа кĕртес енĕпе йĕркеленĕ.
Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ В.Матвеев республикăри пуçламăш професси вĕрентÿ тытăмĕн лару-тăрăвĕпе тата аталану çул-йĕрĕпе паллаштарнă, Чăваш республика вĕрентÿ фончĕн директорĕ В.Устяк ресурс центрĕн директорĕсемпе пĕрле çÿлерех асăннă проектпа тивĕçнĕ оборудованипе тĕллевлĕ тата тухăçлă усă курмалли, специализаци дисциплинисен преподавателĕсен тата производство вĕрентĕвĕн мастерĕсен квалификацине ÿстерме кирли пирки калаçнă. Семинар ĕçне çавăн пекех Самар облаçĕнчи ĕç рынокĕн тĕпчев центрĕн эксперчĕ Н.Посталюк тата вĕрентÿ ресурсĕсене модернизацилессипе ĕçлекен лабораторин директорĕ Г.Голуб хутшăннă.
Пуçламăш професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсен пуçлăхĕсем семинарта çавăн пекех хăйсен вĕрентÿ заведенийĕсене аталантарас программăсемпе паллаштарнă, вĕсене экспертсемпе пĕрле тишкернĕ. Чăваш ен вĕрентÿ министерствин специалисчĕсен сĕнĕвĕсемпе канашĕсене шута илсе программăсене çывăх вăхăтра хатĕрлесе çитермелле. Вĕсем вара республикăри пуçламăш професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсемшĕн тĕп аталану çул-йĕрĕсем пулса тăрĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика