Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спутник антенни вырнаçтараççĕ

07 февраля 2006 г.

Компьютер технологийĕсемпе паян уроксенче кăна мар, педагогика ĕçченĕсен квалификацине ÿстерме те анлăн усă кураççĕ. Республикăри мĕнпур шкулсенчен 85 проценчĕ Интернет сечĕпе çыхăннă, хăйсен электронлă почтине усă курать. 54 проценчĕн хăйĕн сайчĕ пур. 133 ял шкулĕнче спутник антеннине вырнаçтарнă. 2000 çулта 300 ачана пĕр компьютер тивĕçнĕ пулсан, хальхи вăхăтра 28 вĕренекен валли çĕнĕ йышши пĕр компьютер тивет.

Çак цифрăсем Чăваш енре вĕрентÿ тытăмне информатизацилесси çулсерен аталанса пынине çирĕплетеççĕ. Нумаях пулмасть, акă, республикăри шкулсене  информаци йышăнакан тата ăсатакан вунă спутник станцийĕпе тата информаци йышăнакан 30 тарелкăпа тивĕçтернĕ.

Пирĕн районти шкулсенче йышăнакан антеннăсене малтанхи çулсенчех вырнаçтарнă, вĕсем пĕтĕмпе пиллĕк. Кăçал вара Калининăри вăтам шкул çĕнĕ оборудованипе - Спутник антеннипе – пуянланчĕ. Çак кунсенче ăна вырнаçтарса пĕтерĕç ĕнтĕ. Вăл шкул ачисемшĕн чăннипех те пысăк савăнăç пулĕ – унпа Интернета пысăк хăвăртлăхпа ирĕклĕн кĕрсе тухма май пур.

Çавăн пекех тепĕр çĕнĕлĕх. Малтанхи çулсенче поселокри 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсем Интернет сечĕпе телефон урлă çыхăннă. Халĕ вара вĕсем тĕнче уçлăхне уйрăм каналпа тухма пултараççĕ. Хăвăртлăхĕ те, паллах, пысăк.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика