01 февраля 2006 г.
Информаци технологийĕсене аталантарас, вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинчи информаци пĕрлĕхне туса хурас тĕллевпе районта «Вĕрентÿ учрежденийĕсенчи çулталăкри чи лайăх сайт» конкурс иртнĕ. Ăна хакланă чухне çак енсене шута илнĕ: сайтпа çăмăллăн усă курма май пурри, дизайн, дистанци вĕрентĕвĕн элеменчĕсем пурри, тата ыт.те.
Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Калининăри вăтам шкулăн сайтне чи лайăххи тесе палăртнă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"