Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çулта та маттур

28 марта 2003 г.

Кашни çыннăн хăйĕн шăпи, хăйĕн пурнăç çулĕ. Хăшĕ-пĕрисем çамрăклах çĕре кĕреççĕ, теприсем - вăрăм ĕмĕрлĕ. “Турă çырнинчен иртеймĕн”, - теççĕ халăхра. Мачамăш ялĕнче пурăнакан Валентина Архиповна Федотова мартăн 24-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ. Унпа тантăшши ку ялта никам та çук. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче ыррине те , усаллине те пайтах курнă вăл. Валентина кинеми йышлă çемьере çуралса ỹснĕ. Шăпи çакнашкал килсе тухнă унăн - мăшăрĕ, икĕ ывăлĕ вăрçăра пуçĕсене хунă. Тем пек йывăр пулсан та тепĕр икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрне пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларма пултарнă вăл. Халĕ кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать. Гена та пенсире ĕнтĕ. Унăн мăшăрĕ чире пула, çамрăклах çĕре кĕнĕ. Валентина кинемИ ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă. Вăрман каснă, фермăра ĕçленĕ. Халĕ те алă усса лармасть вăл. Кил тĕрĕшĕнче, пахчара тăрмашать, кăмака хутать, çăкăр пĕçерет, кĕпи-йĕмне те хăех çăвать. Паллах, ывăлĕ те пулăшсах тăрать амăшне “Ĕлĕкхи ватăсем çирĕп вĕсем, нумай пурăнаççĕ, шăмшак, ал-ура, ăшчик тата ытти ыратни пирки шарламаççĕ”,- тенине тăтăшах илтетпĕр. Тĕрĕсех те калаççĕ пулĕ. Валентина кинеми, акă 100 çулта та маттур-ха, унăн хăлхисем аванах илтеççĕ, куçĕсем кураççĕ, алли-ури ĕçлет, ăшчикĕ ыратмасть. Больницăра вара нихăçан та пулман. “Калăр-ха, тархасшăн, Валентина кинеми,- ыйтатăп ватă çынран - эсир çапла нумай, чирлемесĕр пурăннин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши; Аш-пăш çинĕ-и, эрех-сăра ĕçнĕ-и хăй вăхăтĕнче;” - Вăхăчĕпе ялти ытти çынсем пекех килте хăна пухнă, тăван-пĕтенпе савăннă, ĕçнĕ-çинĕ. Анчах яланах виçине пĕлнĕ, - терĕ кинеми.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика