Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану çулĕпе

28 января 2006 г.

«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществин хушма хуçалăхĕ иртнĕ çула пысăк кăтартусемпе вĕçленĕ. Кунта сыснасен йышне 800 пуç ытла ÿстернĕ. Хуçалăхра аш-пăш туса илесси 2004 çулхипе танлаштарсан самай ÿснĕ, 133 процентпа танлашнă. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 585,5 центнер аш туса илнĕ.

Çак эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче ĕçлĕ тĕлпулура пулнă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ «Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проектне тата «Сысна ĕрчетмелли комплекса реконструкцилесси тата çĕнетсе улăштарасси» инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе мĕнле ĕçленине аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Ю.Попов паллаштарнă. Çывăх вăхăтра сысна комплексĕнче икĕ пин сысна вырнаçмалăх икĕ çĕнĕ лини хута каймалла.

Калас пулать, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче сысна ĕрчетессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Паянхи кун тĕлне кунта 7500 пуç сысна шутланать. Вĕсене 54 çын пăхать. Комплексра вăй хуракансем пысăк продуктивлă выльăх ÿстерессипе ырми-канми тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕлтĕр хуçалăхра 1030 тонна аш туса илнĕ. Ку вăл иртнĕ çул районĕпе аш туса илнин 48 проценчĕ.

Çак ĕçлĕ тĕлпулура район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин сысна комплексĕнче ĕçлекенсене район агропромышленность комплексне аталантармалли çул-йĕрсемпе паллаштарнă май вĕсен выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессипе тухăçлă ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ каланă, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума суннă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика