Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клубсене тĕрĕсленĕ

23 января 2006 г.

Пушара асăрхаттарасси çак хăрушă инкек кÿрекен тăкаксене саплаштарассинчен, паллах, çăмăлтарах. Пушар асăрхавĕнче тимлекенсем çак тĕллевпе, районта пурăнакансем хушшинче профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ: хаçатра, халăхпа тĕл пулса пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе паллаштараççĕ, ялсене тухса çÿресе халăх пухăнакан вырăнсенче тĕрĕслевсем йĕркелеççĕ.

Акă, иртнĕ эрнере, çакнашкал тĕрĕслев Пăртас ял поселенийĕн территорийĕнче вырнаçнă Çарăклă, Кĕперĕ Кÿлхĕрри, Вăрман Шăхаль, Волонтр ялĕсенчи клубсенче иртнĕ. Пушар асăрхавĕнче вăй хуракансемпе пĕрле ку ĕçе Пăртас ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Петров тата клубсенче ĕçлекенсем хутшăннă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче клубсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни, вĕсене сĕмсĕррĕн пăсни палăрнă. Нихăшĕнче те автоматикăллă сигнализаци, вут-çулăма сÿнтермелли пĕрремĕшле хатĕрсем çук. Кунсăр пуçне йывăç конструкцисене тата мачча пÿлĕмĕсене вут-кăвартан хÿтĕлекен хутăшпа сĕрмен. Вăрман Шăхалĕнчи лару-тăру уйрăмах япăх. Клуб çурчĕ паян-ыран йăтăнса анас пек ларать, электричество проводки çавăн пекех çурма ишĕлнĕ стена тăрăх пырать, мачча юхса йăтăнать. Çурта хутса ăшăтма кăмака усă курнă чухне те йĕркесене пăсаççĕ. Каласа хăвармалла, кăмака юсавсăр, пысăк çурăк пур.

Юсав ĕçĕсем ирттермесĕр тата пушар хăрушсăрлăх йĕркисем тĕлĕшпе ыйтнине пурнăçламасăр ку клубра халăха пуçтарма юрамасть. Паллах, юсаса-çĕнетме сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Анчах тимсĕрлĕх тата йывăр лару-тăрăва курмăша пени инкек патне илсе çитерме пултарать.

Пăртас ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Петров шухăшĕпе, клуб çуртĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме, çĕннине туса лартнинчен те ытларах укçа-тенкĕ тăкакланать.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика