Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2006 – Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ информаци ресурсĕсене алла илме

18 января 2006 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров вĕрентÿ тытăмне аталантарас ĕçре интернет-ресурссемпе тухăçлă усă курассипе тата сетьре хутшăну тытассине йĕркесессипе пысăк утăм тунине палăртнă. «Хальхи вăхăтра 28 вĕренекен валли çĕнĕ йышши пĕр компьютер тивет, Раççей ку кăтартурапа паян Чăваш енрен икĕ хут юлса пырать. Шкулсен 85 проценчĕ интернет сетьне кĕрет, вăтам шкулсен 54 проценчĕн хăйĕн сайчĕ пур. Республикăн дистанци вĕрентĕвĕн центре туса хунă, 26 муниципалитетра дистанци вĕрентĕвĕн тивĕçлĕ ресурс центрĕсене йĕркеленĕ»,  - тенĕ вăл унта.

Чăнах та, паян, çĕнĕ технологисем пысăк хăвартлăхпа пурнăçа кĕре пынă тапхăрта, информаци ресурсĕсене алла илмесĕр май çук. Уйрăмах çакă вĕрентекенсене пырса тивет. Вĕсем хăйсем аталанса пымасан, ачасене те тивĕçлĕ пĕлÿ параймĕç. Юлашки çулсенче районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ку енĕпе пысăк утăмсем тунă темелле. Халĕ кашни шкултах çĕнĕ йышши компьютерсемпе усă кураççĕ.

Çĕнĕ çултан вара Калининăри вăтам шкул бази çинче информаци технологийсĕсене алла илес енĕпе дистанци вĕрентĕвĕн ресурс центрне туса хунă. Пĕрремĕши занятисем иртнĕ те ĕнтĕ – унăн «вĕренекенĕсем» ку  шкулта тимлекенсем пулнă. Професси ăсталăхне аталантарма шутлани малашне вĕрентÿ пахалăхне те ÿстерме май парĕ – акĕ мĕнлерех шутлаççĕ педагогсем. Компьютерăн тĕп программисене алла илнисĕр пуçне хăйсен предмечĕсене вĕрентме те программăсем хатĕрлеме хăнăхаççĕ вĕсем. Курс вĕçĕнче ку енĕпе зачет тытаççĕ. Занятисене аслă категориллĕ учитель Валерий Николаевич Савельев ертсе пырать.

Калининăри вăтам шкулта дистанци вĕрентĕвĕн ресурс центрне йăркелени ăнсăртран мар. Кунта пурлăхпа техника бази пуян, условисем çителĕкпĕ. Шкулта пĕтĕмпе 29 компьютер. Информаци технологийесене вара пĕр харăсах 18 вĕрентекен ăса хывма  пултарать. Занятисем уроксем хыççăн иртеççĕ.

Паллах, асăннă ресурс центрĕ районти мĕнпур вĕрентекене компьютер технологийĕсене тарăннăн алла илме пулăшĕ. Ытти шкулсенчи учительсем валли занятисем февралĕн 10-мĕшĕнчен пуçланаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика