Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушарсен шучĕ чакмасть

18 января 2006 г.

Каламасăрах паллă, пушар – хăрушă инкек. Вăл пĕр шелсĕр пĕтĕм пурнăçа çапса хуçма пултарать. Вут-çулăмра мĕн чухлĕ тупра пĕтет, мĕн чухлĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать пулĕ.

Иртнĕ çулта, акă, районта 12 уйăхра 68 пушар алхаснă, вĕсенче 8 çын пурнăçран уйрăлнă. Çапла, пĕлтĕр вут-кăвар пĕтĕмĕшле 970 пин тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ, 3 техника хатĕрĕ сиенленнĕ, 49,7 тонна выльăх апачĕ çунса кайнă.

«Хĕрлĕ автан» ытларах чухне çынсен айăпĕпе пулать. Сăмахран, вут-кăварпа асăрханусăр пулнă пирки 15 пушар тухнă. Сÿнтермесĕр урайне пăрахнă е çывăрса кайнă ÿсĕр çын аллинчен тухса ÿкнĕ пирус тĕпне пула çулăм час-часах алхаснине палăртмалла. Пĕлтĕр кунашкал 10 тĕслĕх пулнă. Электричество приборĕсем юсавсăррине пула 11, электричество проводисен кĕске замыканине пула 5 хутчен вут-çулăм кĕрленĕ. Ачасем шăрпăкпа вылянă пирки час-часах инкек курма пулать (пĕлтĕр – 7 тĕслĕх). Çавăнпа ачасене килте хăйсем тĕллĕн хăварма юрамасть, шăрпăксене вĕсем çитеймен вырăна пуçтарса хумалла. Газ приборĕсемпе усă курнă чух асăрханусăр пулнишĕн иртнĕ çул икĕ пушар тухнă. Çавăн пекех юриех вут тĕртнĕ 7 тĕслĕх çинчен те асăнмалла. Тата ытти сăлтавсемпе пĕлтĕр районта пилĕк хутчен «хĕрлĕ автан» авăтнă.

Иртсе кайнă декабрь уйăхĕнче кăна вут-çулăмра Оттикăвă, Çĕрпел, Кăмпал ялĕсенче пĕтĕмпе тăватă çын вилнĕ. Инкек тухнă вăхăтра вĕсем пурте ÿсĕр пулнă.

Çÿлте асăннине шута хурса, вырăнти пуçлăхсене лару-тăру япăх çемьесемпе пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсене ирттерме, никам пурăнман пушă çуртсене уйрăм шута илме сĕнетпĕр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика