22 марта 2003 г.
Вĕсем ялта хисепре
Мăн Явăш ял администрацийĕнче, вĕрентỹ, сывлăх, суту-илỹ учрежденийĕсенче ытларах хĕрарăмсем ĕçлеççĕ. Халăх влаçĕн органĕнче вăй хурать-и вăл, педагог-и, сиплевçĕ-и е сутăçă - кашниех хăй умĕнчи тивĕçне тỹрре кăларса пыма тăрăшать. Ку çеç-и? Вĕсем , пурнăçра илемпе телей кỹрекенсем, çемье çирĕплĕхне кăшăллас, пулас ăрусен никĕсне хывас енĕпе те тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Эппин, çывăхрах паллашар-ха вĕсемпе.
Ял-йыш чунĕ, унăн илемĕ
Венера Виссарионовна Михайлована Мăн Явăш ял администрацийĕн специалсчĕ пулма уйăрса лартнăранпа 15 çул çитет. Вăл, Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнăскер, пĕр вăхăт ялти ветеринари фельдшерĕнче ĕçлерĕ. çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен, вĕсене хавхалантарма, умри тĕллевсене çĕнсе илме пулăшакан тараватлă та вашаватлă хĕрарăма ял-йыш часах асăрхарĕ, ăна вырăнти самоуправленире ĕçлеме шанчĕ.
Ĕçĕ чăннипех йывăр та яваплă. çынсен нуши-асапĕ ун хулпуççи çине йывăррăн тиеннĕрен, ăна ытларах ялсен шăпи, вĕсен сăн-сăпачĕ, тăван тавралăх илемĕ, çынсен тăнăç пурнăçĕ, йăли, сывлăхĕ, культури шута ярать, кăсăклантарать. Халăхăн мĕнпур ыйтăвĕсем ун чĕри витĕр сăрхăнса тухаççĕ тейĕн% пĕри тепринчен кăткăсрах, йывăртарах. Хăйсен ĕçĕ пирки çапла каларĕ вăл%
- Кăçал, çемье çулталăкĕнче, ĕçсем пур енĕпе те кал-кал пурнăçланса пыраççĕ. Кашни çемье тулли, телейлĕ, ырлăхлă-сывлăхлă пултăр тесе тăрăшатпăр, çемье йăли-йĕркисене çĕнĕрен чĕртсе ярассине тĕп вырăна хуратпăр. Уйрăмах Светлана Фомина педагог ертсе пыракан хĕрарăмсен канашĕпе кружокĕ лайăх ĕçленине палăртса хăварас килет. Мартăн 8-мĕшĕ тĕлне алă ăстисен кружокне çỹрекен хĕрарăмсем пĕр-пĕрне, тăванĕ-пĕлĕшсене чыслама уяв парнисем хатĕрлерĕç.
Венера Виссарионвнан такам валли те çитекен чун ăшши пур иккен, пурне те чĕрĕлĕх, хĕрỹлĕх вăйĕ кĕртесшĕн вăл. Шанас килет: вăл малашне те ял халăхĕн нумай енлĕ ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерĕ, вĕсене хавхалантарса, çĕнĕ вăй кĕртсе тăрĕ. Ахальтен мар ăна ял-йыш чунĕ, унăн илемĕ, теççĕ.
Тăван çĕр йыхравçи
Вăтам шкул ертỹçи, вăлах биологи, хими тата экологи предмечĕсене вĕрентекен Маргарита Ивановна Петрова ачасене тарăн пĕлỹ пама, тăван тавралăх илемне юратма, ĕçе хăнăхтарма нумай вăй хурать.
- Кашни урок маншăн чăн-чăн уяв, ачасене шухăшлаттармалли шырав, тĕрлĕ пулăмсем тăрăх ирттермелли сăнав. Эпĕ вĕрентекен предметсем йăлтах çутçанталăкпа, тăван тавралăхпа, тĕрĕсрех каласан, чĕрĕ пурнăçпа тачă çыхăннă. Ан тив, çав чĕрĕ сĕткене ачасем чĕрисене хывччăр, çутçанталăк вăрттăнлăхĕсене тăрăшса вĕренччĕр, вĕсемпе пурнăçра анлă усă курччăр.
Тĕрĕс сăмахсене кам хирĕçлĕ Шкултан вĕренсе тухакансенчен çурри ытла хăйсен пурнăçне, ĕçне-хĕлне тăван çĕрпе çыхăнтараççĕ. Акă ăçта вăл юратнă педагога тав тунине çирĕплетекен ỹкерчĕк! Тăван çĕре юратма, унăн пуянлăхне алла илме йыхравлакан шкул ертỹçине ял-йыш яланах ырăпа асăнать, сума сăвать.
Тараватлисем, вашаватлисем
Участок больницинчи амбулаторире чирлисене сипленĕ чухне вашаватлăх, тăрăшулăх, сăпайлăх кăтартакансенчен пĕри вăл - Елена Дмитриевна Михайлова фельдшерица.Гиппократ ячĕпе тупа тунăранпа вăхăт нумаях иртмен пулин те, ку ялти вуншар çын савăнăçĕ, хуйхи-суйхи ун чĕри витĕр тухнă тесен те йăнăш мар. Медицина училищине вĕренсе пĕтернĕренпе мĕн чухлĕ çынна вилĕмрен çăлса хăварман-ши вăл; Хăй çапларах евитлерĕ:
- Пирĕн ĕçе сехетпе хаклама çук, мĕншĕн тесен чир вăхăтпа çỹремест, вилĕмĕ те хăçан килессине систермест. çавăнпа çие шурă халат тăхăннăранпа канлĕ ыйхăпа çывăрнине астумастăп, кашни каç тенĕ пек алăкран шакканипе вăранса каятăп. Мĕн тăвăн, пирĕн ĕçĕ çапла, чирлесе ỹкнĕ çынна пулăшмаллах, ура çине тăратмаллах. çавăнтан ырри нимĕн те çук.
çĕнĕрен уçнă участок больницинче сакăр хĕрарăм ĕçлет. Пурте вĕсем сывлăх хуралĕнче ырă ят çĕнсе илнĕскерсем. Чирлисем хăйсене вăхăтра сиплев панăшăн Н.Андриянова, Ю.Львова, Е.Маркова сестрасене чĕререн твв тăваççĕ.
Сутăçсем çурхи уявра
Мăн Явăшри магазинра халăх яланах йышлă. Паян та , ав, тавар нумай тиесе килнĕ. Мĕн кăна çук пулĕ! Духи, хаклă саăт-сапа, юлашки модăпа çĕленĕ кĕпе-тумтир... Сĕтелсене пуянлатмалли апат-çимĕçĕ тата! Тĕрлĕ çырласенчен хатĕрленĕ эрехсем, пылак шывсем...
çынсен кăмăлĕсене пăсас мар тесе, Эльвира Петровапа Ираида Петрова сутăçсем хĕрарăмсен праçникĕ ячĕпе парнесем нумай кỹрсе килнĕ. Акă мĕн пĕлтерчĕ Эльвира Васильевна сутуçă:
- Пирĕн ялта 250 хĕрарăм пурăнать. Кашнин кăмăлне мĕнле таварпа тивĕçтермеллине малтанах шута илтĕмĕр. Таварсене праçник çывхаричченех куллен вуншар пин тенкĕлĕх сутма ĕлкĕртĕмĕр. Ан тив, çурхи хĕвел шевли пек çиçсе тăракан сăн-питлĕ тантăш-хĕрупраçсемпе аппасем, аннесемпе кинемейсем хăйсене парнеленĕ япаласемпе киленсе, савăнса ларччăр, апат-çимĕçĕпе сăйланччăр, уяв сĕтелĕ хушшинче тăван халăх юррисем янравлăрах шăранччăр.