Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм тĕнчери фестиваль - юрăçăн тăван çĕрĕ çинче

12 декабря 2005 г.

СССР халăх артисчĕ Максим Дормидонтович Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ республикăра çеç мар, Раççей культура пурнăçĕнче те асра юлакан пулăмсенчен пĕри. Кăçал вăл Чăваш енре вунпиллĕкмĕш хут иртет. Пĕтĕм тĕнчери статуса фестиваль 1993 çулта, тĕнчипе паллă ентешĕмĕр çуралнăранпа 100 çул çитнине уявланă çул, йышăннă. 1994 çултанпа ăна Чăваш Республикин Президенчĕ тĕрев панипе тата Раçей Федерацийĕпе Чăваш Республикин культура министерствисем укçа-тенкĕ енчен пулăшнине йĕркелеççĕ.

Тĕрлĕ çулсенче фестиваль Раççейри паллă театрсен чи лайăх оперисемпе тата тĕнчери сумлă артистсемпе, çĕнĕ премьерăсемпе паллаштарнă.

Кăçал - фестиваль историйĕнче пĕрремĕш хут - гала-концерт М.Д.Михайловăн тăван çĕрĕ çинче - иртрĕ. Кĕçнерни кун районта хăнасен массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен йышлă ушкăнĕ пулчĕ. Вĕсем тĕнчипе паллă бас çуралнă яла, Кульцава, çитсе килчĕç, палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Районти культура çуртĕнче иртнĕ гала-концерт Илем тĕнчине хаклакан чăн-чăн туссене пуçтарчĕ. Вăл Дж. Вердин «Риголетто» оперинчи Риголетто арийĕпе уçăлчĕ. Солисчĕ - К.Ефимов. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн юрăçисем П.Масканьин «Сельская честь», С.Рахманиновăн «Алеко», Дж. Россинин «Севильский цирюльник», Дж. Вердин «Трубадур», П.Чайковскин «Евгений Онегин», Дж. Пуччинин «Тоска», Г.Хирбю «Нарспи», Ж.Бизен «Кармен», М.Мусоргскин «Борис Годунов» тата ытти паллă оперăсен арийĕсене, каватинĕсене, калавĕсене, романсĕсене куракансем патне илсе çитерчĕç. Партисеме Раççей тата чăваш халăх артисчĕсем Петр Заломновпа Анатолий Канюка, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Людмила Яковлевапа Елена Галкина, Сергей Алексеев, Михаил Мокшанов, Пĕтĕм тĕнчери конкурс дипломанчĕ Андрей Николаев тата ытти артистсем паллаштарчĕç.

Юрăçсем хушшинче хамăр ентешĕмĕрсем пулнине палăртма вара уйрăмах кăмăллă. Кÿлхĕрринче çуралса ÿснĕ Валентина Смирнова - чăваш халăх артистки - Дж.Вердин «Трубадор» оперинчи Леонра арине тата Г.Хирбюч «Укăлча умĕнче» юррине, чăваш халăх артистки Мария Еланова (Çĕрпел) А.Каталинин «Валли» оперинчи романспа куракансене савăнтарчĕç.

Артистсем халăха хăйсен мăнаçлă сассипе, çÿллĕ шайри пултарулăхĕпе чăннипех тыткăнларĕç. Ахальтен-и, вĕсене кашнинчех чылайччен алă çуса хавхалантарчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика