Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăхшăн усăллă

12 декабря 2005 г.

Халĕ ял хуçалăхĕнче, тĕпрен илсен, мĕнпур ĕçсене техника вăйĕпе пурнăçлама тăрăшаççĕ. Ĕлĕкрех уй-хир пуянлăхне пухса кĕртмелле-и е выльăх-чĕрлĕх фермисенчен продукци нумайрах илмелле – лашасен вăйĕпе те анлă усă курнă. Пурăна киле çак ырă йăла, темшĕн, йăларан тухрĕ, чылай хуçалăхра лашасем усрама пăрахрĕç.

Паянхи пурнăç лашасем çине чун-чĕрепе пăхма хистет. Техникăпа топливо хакланнине пула лаша вăйĕпе усă курни хуçалăхшăн питех те усăллă, вăл продукци хăй хаклăхне чакарма май парать. Акă мĕншĕн «Мураты» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçисем лашасене пĕтерме шутламарĕç. Вĕсен шучĕ халĕ çирĕме яхăн. Урхамахсене хуçалăхăн кирек-хăш ĕçĕнче те çулталăк тăршшĕпех курма пулать.

Лашасене Юрий Гордеевич Гордеев, çур ĕмĕр ĕнтĕ тăрăшса пăхаканскер, ватлăхри канăвне тухнă пулин те, юратнă ĕçĕнчен пăрахмасть.

Хуçалăхра Юрий Гордеевич пек хисеплĕ çынсем ытларах пулччăр. Ахальтен мар унăн ырă ĕçне ял-йыш пысăка хурса хаклать.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика