12 декабря 2005 г.
Халăхпа тачă çыхăнса ĕçлес çĕрте информаци хатĕрĕсемпе усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хуçалăх ертÿçисем çăкаллă-явăшсемпе тытакан çыхăнăва вырăнти радиоузел тăрăх йĕркелесе яма палăртрĕç. Малашне вырăнти радио урлă васкавлă пĕлтерÿсене, ĕçе каймалли хушусене, хуçалăх йышăнăвĕсене халăха çийĕнчех хыпарласа тăма май парĕ. Çак тĕллевпе кашни киле пралуксемпе çыхăнтарчĕç, вырăнтан калаçма çĕнĕ йышши аппаратура вырнаçтарчĕç.
Вырăнти радиоузелăн малашлăхĕ пысăк. Микрофон умĕнче хуçалăх ертÿçисем, малта пыракансем, ялти паллă çынсем тухса калаçĕç, вĕсен юбилейĕсемпе çуралнă кунĕсенче хăйсем кăмăллакан юрă-кĕвĕсем шăранĕç.
Вырăнти радиоузела хута ярассишĕн П.Александров монтер нумай вăй хучĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"