Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Корреспондентран пай пуçлăхне çитнĕ

08 ноября 2005 г.

Татьяна Архиповна Васильева, Мăн Явăшра çуралса çунат сарнăскер, ĕçри кун-çулне тăван ялĕнчи клуб заведующийĕчен пуçланă. Канашри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн шкулта ĕçлеме тытăннă. Мăшăрĕ, республикипе паллă журналист Михаил  Алексеевич Васильев, районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра тимленĕ май, вăл кунта пĕрмай кĕрсе çÿренĕ. Татьяна Архиповнăна та редакцие чĕнме тытăннă çапла, 1965 çулта вăл корректорта ĕçлеме пуçланă.

Хаçатра вай  хуракансен, тĕрĕссипе, пĕр-пĕрин ĕçне хăнăхма тивет. Çулсем иртнĕ май, «Çĕнтерÿ çулĕнче» «Т.Васильева» тесе алă пуснă заметкăсем, корреспонденцисем курăнма тытăннă. Ăна пай сотрудникĕ пулма шаннă. Ăсталăхĕ те çултан-çул ÿссе пынă. Татьяна Архиповна пысăк калăпăшлă статьясем, чаплă тĕрленчĕксемпе очерксем пичетлеме тытăннă. Кĕçех вăл çырусен пайĕн пуçлăхĕ пулса тăнă. Тĕрĕсипе, Т. Васильева тăван районăмăрта çитмен çĕр хăварман. «Тахçан курса калаçнă е хăйсем  çинчен çырнă ял çыннисем тĕл пулнă чух мана ĕлĕкхиллех хапăл. Шел, эпĕ çырса сăнланă геройсенчен хăшпĕрисем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç»,- аса илет хаçатçă.

Т. Васильева 1992 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Ĕçлĕ ĕмĕрне тăван район хаçатĕнче ирттернĕшĕн пĕртте ÿкĕнмест.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика