Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ

13 октября 2005 г.

Калининăри психикăпа неврологи интерначĕн территорине кĕрсенех кунти тĕрлĕ тĕспе ялкăшакан илеме куратăн. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, йывăç-курăк лартса симĕслентерессипе кунта питĕ пысăк ĕç туса ирттернĕ. Интернат халĕ чечекленекен сад евĕрех туйăнать. Йĕри-тавра – тĕп тата кĕçĕн корпуссем умĕнче те, котельнăйпа апат-çимĕç блокĕ патĕнче те, складсемпе мунча комплексĕ çывăхĕнче те – клумбăсенче чечексем ешереççĕ. Çуркуннерен пуçласа мĕн кĕркуннечченех тюльпансем, ириссемпе пионсем, бархатцысемпе гладиолуссем, георгинсемпе астрăсем тата ытти чечексем хăйсен илемĕпе савăнтараççĕ, тутлă шăршисемпе килентереççĕ. Çутçанталăкăн кашни вăхăтĕнче интернатăн сăн-сăпачĕ тĕрлĕ илемпе улшăнать. Кунсăр пуçне йывăç-тĕмсем, туйăсем лартнă, чечексем хушшинче икĕ фонтан вырнаçтарнă.

Кăçал «Садсемпе парксен çулĕ» пулнă май ЧР Ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министерстви тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тата симĕслентерессипе смотр-конкурс йĕркеленĕ. Унта хутшăнса Калининăри психикăпа неврологи интерначĕ социаллă пулăшу паракан патшалăх учрежденийĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çак енĕпе республикăра ирттернĕ смотр-конкурсра та вĕсем иккĕмĕш пулнă.

Интернат администрацийĕ ĕçлекенсене пурне те йывăç-тĕм лартас тата тирпей-илем кĕртессипе тăрăшуллă вăй хунăшăн тав тăвать.

Сиплев çурчĕнче пурăнакансем ĕçлеме кăна мар, усăллă канма та пĕлеççĕ. Нумаях пулмасть, кунти «Лотос» ташă ушкăнĕ Çĕмĕрлере инвалидсен илемлĕх творчествин зонăри смотр-конкурсне хутшăннă. «Çитĕнекен шанчăксене» номинацире ушкăна диплом парса чысланă, укçан парнепе хавхалантарнă.

Çавăн пекех интернатра çурт-йĕр юсассипе тимленине палăртма кăмăллă. Пурăнмалли корпусри арçынсен уйрăмне тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерме РФ ЧР Пенси фончĕн уйрăмĕнчен 450 пин тенкĕ куçарнă. Юсава ПК «Инвестройград» тулли мар яваплă общество пурнăçланă. Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе «Бикор-строй» общество çуртсенче вак-тĕвек юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика