09 сентября 2005 г.
Иртнĕ кунсенче Çĕрпелте Троицкри инноваци тата термоядерлă тĕпчевсен институчĕн наука сотрудникĕ Анатолий Васильевич Филиппов пулчĕ. Физикăпа математика наукисен кандидачĕ пирĕн тăрăха ăнсăртран килсе лекмен - вăл çак ялта çуралса ÿснĕ.
А.Филипповăн ашшĕ, Василий Филиппович, чылай çул хуçалăхра уй-хир бригадирĕнче тимленĕ, тÿрĕ чунпа тата кăтартуллă ĕçленĕшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Мăшăрĕпе вĕсем çичĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Анатолий Филиппов 1974 çулта Çĕрпелти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкара çул тытнă, 2-мĕш номерлĕ физикăпа математика шкулне вĕренме кĕнĕ, 1977 çулта М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн физика факультечĕн студенчĕ пулса тăнă, физик специальноçне алла илнĕ. 1983-1985 çулсенче çар службинче пулнă.
А.В.Филиппов - 101 наука публикацийĕн авторĕ. Унăн статйисем хамăрăн тата ют çĕршывсен паллă наука журналĕсенче пичетленеççĕ.
Пирĕн ентешĕмĕрĕн спортри çĕтĕнĕвĕсем те курăмлă. Альпинизм енĕпе вăл иккĕмĕш разрядлă спортсмен, ту çине хăпарассипе - спорт мастерĕн кандидачĕ. Çавăн пекех Анатолий Васильевич бадминтонпа, йĕлтĕр спорчĕпе кăсăкланать.
Мăшăрĕпе Светланăпа вĕсем виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ.
Çакна та каласа хăвармалла: А.Филиппова тĕрлĕ сăлтавсене пула Вăрнар район энциклопедине кĕртеймен. Иккĕмĕш кĕнекине кĕртме вара вăл чăннипех тивĕçлĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"