Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Андриян Николаева асăнса

09 сентября 2005 г.

Республикăра, çав шутра хамăр районта та, СССР касмонавт летчикĕ, Совет Союзăн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 76 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç.

Хисеплĕ ентешĕмĕр çуралнă кунĕнче районти ача-пăча библиотекинче кĕçĕннисемпе «Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ» ятпа калаçу каçĕ ирттернĕ. Библиотека ĕçченĕсем ун тĕлне космонавтăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан «Вăл чăваш ятне çĕклерĕ» выставка йĕркеленĕ. Выставкăпа паллашнă хыççăн О.Ильина кĕçĕннисене летчикăн пурнăçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.

Вăрнарти тĕп библиотекăра ирттернĕ «Космос - вĕçĕ-хĕррсĕр çул» каçа 29-мĕш професси училищинче вĕренекенсем хутшăннă.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче те летчик-космонавтăн çутă сăнарне асра тытса класс сехечĕсем иртнĕ. Çак ĕçе ачасем те пысăк тÿпе хывнă: вĕсем А.Николаев çинчен материалсем, сăнÿкерчĕксем чылай пухнă, куравсем йĕркеленĕ.

Культура учрежденийĕсем те аякра юлман. Çак эрнере иртнĕ мероприятисене веçех чăваш кăйкăрне халалланă. Районти культура çуртĕнче ĕçленĕ «Космос - вĕçĕ-хĕррисĕр çул» выставка кашнинех хăй патне илĕртнĕ. Унта ачасен ĕçĕсем вырăн тупнă. «Эпир хамăрăн космонавт çинчен мĕн пĕлетпĕр;» викторина та шкулта вĕренекенсене А.Николаев çыхăннă чылай интереслĕ самантсене пĕлме май панă.

Кунсăр пуçне республикăра ентешĕмĕре халалласа çăмăл атлетсен  II  чупăвĕ иртнĕ. Пирĕн район спортсменĕсем эстафетăна йĕпреçсенчен илнĕ, красноармейскисене панă. Чупăва Кульцаври, Вăрнарти, Хапăсри, Калининăри, Хăмăшри, Ярмушкари шкул ачисем хутшăннă...

Пурăннă пулсан Андриян Григорьевич Николаев авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче 76 çул тултармаллаччĕ. Çулталăк каялла вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕх уйрăлса кайрĕ. Анчах та тăван халăхăмăр чăваш ятне çĕкленĕ ентешĕмĕре ĕмĕр хăйĕн асĕнче упрать.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика