Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам-ши çулталăкри чи лайăх çемье

01 августа 2005 г.

Обществăра çемье сумне ÿстерес, йăх-несĕл йăлисене чĕртсе-сыхласа хăварас, çемье традицийĕсене аталантарас, ачасене тĕрĕс воспитани парассине йĕркелес, ырă тĕслĕх пулса тăракан çемьесене тупса палăртас тĕллевпе ЧР Министрсен Кабинечĕн 2003 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çулсеренех «Çулталăкри чи лайăх çемье» конкурс ирттерме йышăннă. Вулакансем ас тăваççĕ пулĕ, пĕлтĕр кунашкал конкурса районта та йĕркеленĕччĕ. Унта пĕтĕмпе вунвиçĕ çемье хутшăннăччĕ. Кульцаври Нинăпа Григорий Михайловсем вара республикипех палăрма пултарчĕç. Педагогсен çемйи «Чи туслă çемье» номинацире çĕнтернĕччĕ.

Район администрацийĕн ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин пайĕ кăçал та ку конкурса старт пачĕ. Унта вунă çултан кая мар пĕрле туслă пурăнакан, çула çитмен ачасем ÿстерекен, йăх-несĕл йĕркисене тытса пыракан, ачисене ăс-тăн, кăмăл-сипет тĕлĕшпе тĕрĕс воспитани паракан, ĕçе пĕчĕкренех юратма хăнăхтаракан, наци йĕркине хисеплекен çемьесем хутшăнма пултараççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика