Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ - конкурссенче çĕнтереççĕ

06 июня 2005 г.

Вăрнарти 29-мĕш професси училищи юлашки çулсенче аталану çул-йĕрĕ çине çирĕп тăчĕ. Кунта инноваци технологийĕсене пысăк хăвăртлăхпа пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Вĕренекенсене вĕсене туллин алла илме, илнĕ пĕлÿпе пурнăçра анлăн усă курма хăнăхтараççĕ. Ахальтен-и, училищĕри ачасем республикăра иртекен чылай конкурсра çĕнтереççĕ. Çак вĕренÿ çулĕнче вĕсем пĕтĕмпе вунтăватă конкурса хутшăннă, вĕсенчен саккăрăшĕнче призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ, вăл шутра - çуллахи канупа ĕçлеве йĕркелессипе пĕрремĕш, «Чăваш çĕрĕн ăстисем» конкурсра виççĕмĕш, Аслă Çĕнтерĕвĕн 60 çулхи юбилейĕпе ирттернĕ «Равнение на победу» конкурсра иккĕмĕш, «Юность большой Волги»-нче - виççĕмĕш.

Майăн 12-мĕшĕнче училищĕне тепĕр вĕренекен çитĕнÿ «парнеленĕ» - 42-мĕш ушкăнра пĕлÿ пухакан Александр Егоров республикăри профтехучилищĕсем ирттернĕ «Çулталăкри чи лайăх вĕренекен» конкурсăн финалĕнче çĕнтернĕ. Руководителĕсем - Владимир Ильич Зайцев тата Тамара Георгиевна Ванина. Çĕнтерÿ ахаль пулман. Арçын ача Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата Чăваш Республикин историйĕпе çыхăннă ыйтусене тĕп-тĕрĕс хуравланă. Професси ăсталăхĕн конкурсне интереслĕ ĕç тăратнă, унта вăл пластмасс бутылкăра сухана епле çитĕнтерме пулнине кăтартса, ăнлантарса панă.

Калас пулать, 29-мĕш профучилищĕн çак çулсенче сăн-сăпачĕ те палăрмаллах улшăнчĕ, кунта тулаш енче те, шалта та чылай юсав ĕçĕсем ирттерчĕç. Тирпей-илем кĕртессипе преподавательсемпе вĕренекенсем те сумлă тÿпе хываççĕ. Кăçал вăсем училище умĕнче пысăк клумба йĕркеленĕ, нумай çул ÿсекен чечексем акнă, спирейăсем лартса хăварнă, йывăç вуллисене шуратнă. Кунта вăй хуракансем тума палăртнă тепĕр пысăк ĕç - училищĕне пырса кĕнĕ çĕрте фонтан вырнаçтарасси. Плиткăсем кÿрсе килнĕ ĕнтĕ. Республика кунĕччен вăл таврана илем кÿме тытăнĕ.

ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «Садсемпе парксен çулталăкĕ çинчен» Указне тĕпе хурса, республикăри профессилле вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче те тавралăха симĕслетессипе, тирпей-илем кĕртессипе конкурс ирттернĕ. Вăрнарти 29-мĕш училище хăйĕн проекчĕпе унта пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика