06 июня 2005 г.
Советски урамра 10-мĕш çуртăн 10-мĕш хваттерĕнче пурăнакан Людмила Васильевнапа Григорий Викентьевич Калисовсем хăйсене çакăн пек пăтăрмах кĕтсе тăни пирки шутлама та пултарайман. Иртнĕ ытларикун вĕсен кухньăри мачча йăлтах йăтăнса аннă. Ĕç акă еплерех аталанса пынă.
Çак икĕ хутлă çурта 1959 çулта хута янă. Калисовсен хваттерĕ иккĕмĕш хутра вырнаçнă. Вăхăт иртнĕ май шифер витнĕ тăрăран шыв анма пуçланă.
- Эпĕ ку хваттерте Григорий Викентьевича качча тухнă хыççăн 1995 çултанпа пурăнатăп, - каласа кăтартать Людмила Васильевна. - Çурт тăрринчен ун чухне шыв анатчĕ.
Иртнĕ çул çак сăлтава пула кухньăри мачча çинчи штукатурка хăйпăнса ÿкме пуçланă. Ун айĕнчен шыв кайнипе çĕрĕшнĕ хăмасем курăнса кайнă. Калисовсем маччари хăмасене улăштарасси пирки ыйту хускатнă. Сăмах май, прихожăйĕнче те, залра та маччара шыв аннă паллăсем пур.
Кăçал тинех юсавçăсем ĕçе тытăннă. Калининăри «Строитель» тулли мар яваплă общество строителĕсем малтанах çурт тăррине çĕнетнĕ. Иртнĕ эрнере вара, эрнекун, мачча хăмисене улăштарнă. Анчах та темĕншĕн хăмасене стенаран пачах та тыттарман, ытти майсемпе те çирĕплетмен. Мачча каштисем çумне аял енчен пăтапа çапса хунипех çырлахнă. Унтан хитререх курăнма оргалит çапнă. Ăшă тытма мачча хăмисем çине тăпра хунă. Çурт тăррине улăштарнă хыççăн юлнă шифер катăкĕсене те кунтах тултарнă. Çакăнпа ĕçе вĕçленĕ.
Ытларикун кăнтăрла çитес умĕн кил хуçи хĕрарăмĕ кухньăра ĕçлеме пуçланă. Газ колонкине чĕртнĕ.
- Кăнтăрла çитесси вунă минут юлсан маччара темĕн çатăртатнине илтрĕм, - малалла каласа кăтартать Людмила Васильевна. - Ырă мара сиснĕ пекех васкаса прихожăйне тухрăм. Алăк янаххи урлă каçрăм кăна, хыçалта мачча хаплатса ÿкрĕ. Хваттерте тусан йăсăрланать, нимĕн те курăнмасть.
Мачча каштинччен пăтапа кăна тыттарнă хăмасем хăйсем çине хунă тăпра йывăрăшне чăтса тăрайман, аялалла ÿкнĕ. Мачча талккăшпех йăтăнса аннă. Енчен те çак вăхăтра кухньăра çын пулнă пулсан çавăнтах лапчăтса хуратчĕ. Телее, Калисовсен пиллĕкмĕш класра вĕренекен Настя хĕрĕ çак вăхăтра шкултан таврăнайман. Людмила Васильевна вара прихожăйне тухса тарма ĕлкĕрнĕ. «Турри юнашарах çÿрет», - теççĕ кун пек чухне чăвашсем.
Çак вăхăтра кухньăра газ колонки çуннă. Мачча йăтăнса ансан колонкăна лапчăтса хунă. Пÿлĕме газ тухма пуçланă. Людмила Васильевна васкавлăн «Вурнарыгаз» филиала шăнкăравланă. Чăннипех те маттур çынсем ĕçлеççĕ филиалта. Авари служби хăвăртах çитнĕ, газ пырса тăрассине чарса лартнă. Юрать-ха, газ çурăлса кайман е хыпса илмен. Унсăрăн тата пысăкрах инкек пулма пултарнă.
Çулсем сахалах мар пулин те Вăрнарта халиччен çакăн пек инкек пулнă тенине илтменччĕ. Юлашки çулсенче çĕршывра экономика аталанса пырать пулин те кашни валлиех хваттер туса çитереймеççĕ. Совет саманинче те кашни çемьене уйрăм хăтлă хваттерпе тивĕçтереймен. Çавăнпа киввисене те юсаса йĕркене кĕртме тивет. Анчах юсав ĕçĕсене пурнăçланă чухне строительсен яваплăрах пуласчĕ, пахалăхшăн ытларах тăрăшасчĕ. Унсăрăн тата пысăкрах инкек патне çитесси те инçех мар.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"