Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарти спорт шкулĕ мастерсем çитĕнтерет

06 июня 2005 г.

Çапла, Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ хăйĕн вĕренекенĕсемпе-кĕрешÿçĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултарать. Вĕсем кашни ăмăртурах вăйлă спортсменсем пулнине çирĕплетеççĕ. Чылайăшĕ Чăваш Республикин, Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен членĕсем. Пĕлтĕр çак шкулта ăсталăха туптанă, халĕ Шупашкарта Олимп резервисен училищинче вĕренекенсем, Ирина Даниловапа Алена Федорова Раççей спорт мастерĕн ятне илнĕччĕ. Нумаях пулмасть вĕсем черетлĕ амăртура – Европа тата тĕнче чемпионатне хутшăнма суйласа илмелли турнирта ăнăçлă ăмăртнă, хăйсен виçе категорийĕнче бронза призерсем пулса тăнă. «Хĕрачасем пысăкрах çитĕнÿ те тума пултарнă, анчах климата хăнăхманни, вăхăт ылмашăвĕ вĕсем çине витĕм кÿчĕ пулас»,- тет вĕсен тренерĕ Виталий Петрович Трофимов.

Тува Республикинчи Кызыл хулинче иртнĕ турнира Санарпуç хĕрачи (халĕ вăл та Олимп резервисен училищинче вĕренет) те - Таня Иванова - хутшăннă, тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех вăл Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçлама пултарнă.

Çак кунсенче пирĕн спортсменсем тата тепĕр çитĕнÿпе савантарчĕç. Ирина Данилова, Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ команди йышне кĕрсе, Германири Дормаген хулинче иртнĕ ăмăртура бронза медаль çĕнсе илнĕ. Турниртан вăл ытлари кун кăна таврăннă. Калас пулать, Ирина ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе результатсене çĕнетсех пырать. Пултаруллă хĕрача иккĕмеш çул ĕнтĕ ЧР Президенчĕн стипендиатки.

Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе пирĕн арçын ачасем те çине-çинех çитĕнÿ тăваççĕ. Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин первенствинче харпăр хăй виçе категорийĕнче Иван Сладков тата Александр Алексанров пĕрремĕш, Роман Львовпа, Артем Кириллов - иккĕмĕш, Петр Квасов, Александр Платонов, Николай Никифоров, Александр Максимов, Юрий Яковлев, Александр Семенов виççĕмĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ. Тренерĕсем - Юрий Львов, Виталий Львов, Андрей Павлов тата Андрей Воробьев.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика