Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ енпе вăй виçнĕ

19 мая 2005 г.

Шкул ачисен спартакиади йĕркипе иртнĕ кунмалли кунсенче районта массăллă ăмăрту иртнĕ. Хăйсен спортри ăсталăхне унта 200 ытла вĕренекен тĕрĕсленĕ. Çĕнтерÿçĕсене спортăн кашни тĕсĕнчех палăртнă. Ăмăртăва Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулăн спорт площадкинче йĕркеленĕ.

Уйрăмшар тупăшусенче диск ывăтассипе Кульцаври вăтам шкулти Дмитрий Алексеев тата Хапăсри Настя Кириллова мала тухнă.

Йĕтре тĕкес енĕпе Калининăри Андрей Орлов пысăк ăсталăх кăтартнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çÿллĕшне сикессипе Аçăмçырминчи Ольга Иванова тата Кĕçĕн Кипекри Александр Илларионов палăрнă. 100 метр дистанцие чи хăвăрт чупса тухакансем çаксем - Ярмушкари Валентин Сорокин тата Калининăри Настя Герасимова, 200 метра - Хăмăшри Сергей Репинпа Кульцаври Екатерина Марушева, 400 метра - Аçăмçырминчи Владимир Епифановпа Çĕрпелти Лена Егорова. Тăршшĕне сикессипе çĕнтерÿçĕсем - Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти Александр Ивановпа Ярмушкари Анастасия Васильева. 800 метрлă дистанцире Кÿстÿмĕрти Андрей Семенов, Калининăри Марина Лебедева тата Хăмăшри Марина Гордеева пуринчен лайăх результат кăтартнă. Çак хĕрачасем 1500 метрлă дистанцире те финиша пуринчен малтан çитнĕ, арçын ачасенчен - Ярмушкари Андрей Жучков. 3000 метра Кÿстÿмĕрти Андрей Семенов чи хăвăрт чупса тухнă.

Ярмушкари вăтам шкулти Андрей Жучков тата Хăмăшри Наташа Павлова хăвăрт утассипе палăрнă. Тĕрлĕ енлĕ ăмăртусенче вара Кÿстÿмĕрти Александр Политовпа Кĕçĕн Кипекри Таня Фадеевана çитекен пулман. Сăнă перессипе çĕнтерекенсем - Кульцаври Петр Терентьевпа Вăрман Кипекри Эльвира Федорова.

Асăннă ăмăртăва район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ йĕркеленĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика