Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче - ялти артистсем

19 мая 2005 г.

Вăрманкас ял администрацине кĕрекен ялсенче юлашки çулсенче культура ĕçĕ лайăхланни сисĕнет. Ку тĕлĕшпе яваплă ĕçченсем халăха концертсемпе тата спектакльсемпе савăнтараççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине паллă тунă май вĕсем ял çыннисем умне юрă-ташăпа тăтăшах тухрĕç. Вăрманкас шкулĕнчи музыка учителĕ Л.Максимов ертсе пынипе çамрăк артистсем - вĕренекенсем - ĕçпе вăрçă ветеранĕсене юрă-ташă парнелерĕç.

Ачахрах Вăрманкасри тата Мăнъял Хапăсри культура çурчĕсенче ялйыш «Юрату пулсассăн чĕрере» спектакль пăхса киленчĕ. Ăна Вăрманкасри «Петушок» ача сачĕн воспитателĕ Р.Петрова пуçарнипе-йĕркеленипе лартнă. Рольсене выляма Вăрманкас, Катăш тата Мăнъял Хапăс ялĕсенче пурăнакансем - тĕрлĕ çĕрте тимлекенсем - хутшăннă. Акă, В.Егорова ача сачĕн заведующийĕнче, Р.Петрова тата А.Кузьмина воспитательте, И.Лукина шкул директорĕнче, Л.Максимов учительте, А.Борисов ĕне фермин заведующийĕнче, И.Афанасьев ялти культура çурчĕн директорĕнче ĕçлеççĕ. Вĕсем чăн-чăн артистсем пек ăста выляса спектакль курма килнисен чĕрисене тыткăнларĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика