Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарта – Канаш районĕн кунĕ

18 апреля 2005 г.

Икĕ район хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетесси, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашасси енĕпе йĕркеленĕ тĕл пулу иртнĕ шăмат кун иртнĕ. Канашран район администрацийĕн пуçлăхĕ Валентина Полукарова ертсе пынипе ушкăн килсе çитнĕ. Хăнасем вăрнар район пуçлăхĕпе Анатолий Кузьминпа Кÿстÿмĕрти вăтам шкулта тата “Химик” стадион çумĕнче çĕкленекен спорткомплексра пулнă, “Шанс” тулли мар яваплă обществăн рынокĕнче “ТАВ” магазина уçнă çĕре хутшăннă.

Район ертÿçисем Республика кунне хатĕрленсе ирттерес ыйтусене те сÿтсе явнă. Канашсен ку енĕпе опыт пур, вĕсем иртнĕ çул кăна хăйсем патĕнче республика уявне ирттернĕ, çавăнпа та В.Полукарова вăрнарсене чылай сĕнÿ панă.

Çак кун çавăн пекех районти культура çуртĕнче те пысăк уяв иртнĕ – Канашри пуканесен театрĕн артисчĕсем тата Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. 29-мĕш професси училищинче икĕ районти спортсменсем волейболла выляса тупăшнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика