Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕпчев ĕçĕсемпе палăрнă

18 апреля 2005 г.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче студентсене наукăпа тĕпчев ĕçĕсене явăçтарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта час-часах наукăпа практика конференцийĕсем иртеççĕ. Кунсăр пуçне вĕренекенсем район тулашĕнче иртекен конкурссене те активлă хутшăнаççĕ.

Иртнĕ шăматкун Шупашкарта “Юность большой Волги” ятпа вĕренекен çамрăксем хушшинче наука творчестви енĕпе иртнĕ уçă конференци-фестивале Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ тăватă ĕç тăратнă. 422-мĕш ушкăнри Евгений Егоров “Эпин” биопрепарат томатăн шăтаслăхĕ çине витĕм кÿни” (руководителĕ – М.Н.Ведин), 314-мĕш ушкăнри Надежда Кузнецова “Ĕнесене пăруланă хыççăн пуçланакан эндомитран сиплесси, пăру сахал илнĕ пирки тÿсекен тăкак тата эндометритран сипленĕ чухне тĕрлĕ мелсемпе усă курассин эффективлăхĕ” (Н.Е.Михайлова) темăсене “Ял хуçалăх наукисем”, 222-мĕш ушкăнри Александр Трофимов “Студент экологи пространствинче” (С.И.Михайлов) темăна “Экологи”, 422-мĕш ушкăнри Татьяна Ким “Чăваш ен: ĕнер, паян, ыран” (П.П.Малышкин) темăна “Атăл тăрăхĕнчи халăхсен историйĕпе культури” секцисенче хÿтĕленĕ.

Жюри студентсен ĕçне çичĕ енчен хакланă, вăл тема çивĕчлĕхне, çĕнĕлĕхне, производствăпа çыхăнтарнине, тĕпчев евĕрлĕ пулнине, мĕнле йĕркеленине, тухса калаçнине, темăна уçса панине шута илнĕ.

Район студенчĕсем çак конференцире пысăк пĕлÿ кăтартнă, суйласа илнĕ темăсене тарăннăн тишкернĕ, хăйсем хускатнă ыйтусене мĕнле майпа татса памаллипе тĕплĕн паллаштарнă. Фестивальте палăрма пултарни – вĕсемшĕн вара чăнах та пысăк çитĕнÿ. Н.Кузнецова, акă, хăйĕн ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, медале, II степеньлĕ Диплома тата парнене тивĕçнĕ. А.Трофимов хăйĕн секцинче иккĕмĕш вырăн йышăннă, вăл та Диплома тивĕçнĕ. Çавăн пекех конференцие хутшăнакансене пурне те сертификатсем панă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика