Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Шур чечек» акци пырать

30 марта 2005 г.

Мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен республикăра «Шур чечек» акци пырать. Ăна мартăн 24-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери туберкулеза хирĕç кĕрешмелли кун панă май иртереççĕ. Пирĕн районта ку тĕлĕшпе лару-тăру çав-çавах çивĕч. Туберкулезпа чирлекенсен шучĕпе вăрнарсем республикăра малти пилĕк вырăнтан пĕринче тăраççĕ. Çапла 2003 çулта ÿпкен çак чирĕпе çĕнĕрен аптăранă 32 çынна, пĕлтĕр 40, кăçал 1 çынна тупса палăртнă. Туберкулеза пула 2003 çулта тата пĕлтĕр 11-шер, кăçал 1 çын вилнĕ. Паянхи куна ÿпке туберкулезĕпе аптăракан 98 çын учетра тăрать. Ытларах 25-40 çулсенчи ĕçлеме пултаракан çынсем чирлеççĕ.

Сывлăх сыхлавĕн «Вăрнар район тĕп больници» муниципаллă учрежденийĕнче «Шур чечек» акци вăхăтĕнче пурнăçламалли мероприятисен планне палăртса çирĕплетнĕ. Çав шутра районти радиоузел урлă тухни калаçма, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра статьясем пичетлеме, санитари бюллетенĕсен конкурсĕсене, медицина работникĕсен семинарĕсене ирттерме, вĕрентÿ учрежденийĕсенче лекцисем вулама палăртнă. Çавăн пекех апрелĕн 1, 8, 15, 22-мĕшĕсенче уçă алăксен кунĕсене ирттерме пăхнă. Вĕсенче кирек кам та туберкулез кабинетне килсе хăйĕн сывлăхне тÿлевсĕр тĕрĕслеттерме пултарать.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика