Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв хÿтĕлевçисен ячĕпе

28 февраля 2005 г.

Вăрнарти ача-пăча библиотекинче иртнĕ черетлĕ мероприятие çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалларĕç. Ăна В.П.Кудряшов, О.В.Ильина, С.М.Буданова хатĕрленсе ирттерчĕç. Шкул ачисемпе йĕркеленĕ уяв каçне çавăн пекех районти çар комиссариачĕн сотрудникĕсем: II уйрăм пуçлăхĕ А.Андюшкин майор тата çар комиссарĕн заместителĕ С.Нестеров майор, РОСТО-н Вăрнар районĕнчи канашĕн председателĕ А.Степанов хутшăнчĕç.

Ку мероприяти ачасемшĕн питĕ усăллă пулчĕ. Вăл пĕчĕккисен чунĕсенче çарпа патриотизм туйăмне вăратма пулăшрĕ кăна мар, çар служби, çар училищисем çинчен тĕплĕнрех пĕлме май пачĕ. Ăна вăйă евĕр йĕркеленĕрен, ачасем уйрăмах активлăхпа палăрчĕç. Тавракурăма аталантаракан конкурссенче, викторинăсенче ыйтусене “шĕкĕлчерĕç” кăна. Çĕнтерÿçĕсем вара парнесене тивĕçрĕç.

Çак кунах çар темипе йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетрĕç. Ача-пăча ÿнер шкулĕнчи 2-мĕш класра вĕренекен Денис Шерстен пуринчен маттурри пулни палăрчĕ. “Тĕл перекен” конкурсра ÿнер шкулĕнчех 3-мĕш класра вĕренекен Женя Венедиктов çĕнтерчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика