Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар умлăн-хыçлăн алхаснă

21 февраля 2005 г.

Вут-çулăм ытларах чухне çынсем тимсĕр пулнă пирки тухать. Çакна февралĕн 9-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен 3 сехет тĕлнелле Уйкас Ялтăрара пулса иртнĕ тĕслĕх те аван çирĕплетет. Пĕччен пурăнакан арçын кăмакари вутпа чĕртнĕ хыççăн пÿртрен тухса кайнă. Кăвар сиксе ÿкнипе çуртра çулăм хыпса илнĕ. Юрать-ха, инкеке кÿршĕсем çийĕнчех асăрханă, телефонпа пушар хуралĕн работникĕсене пĕлтернĕ. Çавна май «Броневик» ял хуçалăх производство кооперативĕн тата Вăрнар пушарникĕсем вăхăтра çитнĕ, вут-кăвара ытлашши сарăлма паман. Апла пулин те диван, минтер, тÿшек çулăмпа айăпланнă.

Çав кунах тепĕр икĕ сехетрен Кÿлхĕрринче кирпĕчрен хăпартнă пурăнмалли çурта çулăм хыпса илнĕ. Хальхинче пĕрт кăшкарĕ кăна тăрса юлнă. Ку хутĕнче çулăм кил хуçин хĕрачи выльăх картишне тухсан хыпса илнĕ. Пушар сăлтавне палăртман-ха. Яваплă çынсем ăна тĕпчесе пĕлессипе ĕçлеççĕ.

Пушар хуралçисем хĕлле кил-çурта хутса ăшăтнă, çавăн пекех электричество приборĕсене усă курнă чухне питех те асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтереççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика