Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи маттурисем финалта палăрчĕç

21 февраля 2005 г.

Хĕвеллĕ кун. Урамра ачасен хаваслă та шавлă сасси илтĕнсе тăрать: пĕрисем кĕленче кустармалла выляççĕ, теприсем сикеççĕ, пĕчĕкреххисем вара хăйăр купи çинче тĕрлĕ кÿлепесем ăсталаççĕ. Ăнсăртран, кĕтмен çĕртен шартлатса çурăлнă бомба, пăшал сассисем вĕсен ачалăхне таптаççĕ, çут ĕмĕчĕсене татаççĕ. Унччен те пулмасть хĕрсемпе каччăсем хăйсен ирĕкĕпе вăрçă хирне тухса каяççĕ...

Çак хумхануллă, истори страницин хăрушă самантне сăнлаканĕсем - (-) Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн хореографи уйрăмĕн ушкăнĕ. Композицие лартаканĕ - Ольга Варюхина. Ачасен пултарулăхĕн “Черчен чечексем” фестивальне Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине халалланăран, тĕрĕссипе, конкурсра халăхăн иртнĕ вăрçăри паттăрлăхне сăнланă номерсем чылай пулчĕç. Уравăшри вăтам шкулта вĕренекен Петр Иванов, акă, аккордеонпа вăрçă çулĕсенчи кĕвĕсене каларĕ, Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн вокалисчĕ Иван Великанов “Кивĕ сăн ÿкерчĕк каласа парать” юррипе куракансен чунне тыткăнларĕ, Туçи Çармăсри вăтам шкулти хĕрсен ушкăнĕ ташă калăпларĕ тата ытти те. Кĕçĕнрех çулсенчи ачасен пысăк пултарулăхне те палăртмалла: Пăртасри пĕртăван Таньăпа Настя Кондратьевасем, Пăваялĕнчи Женя Кудрявцев, Хапăсри Мария Тикинева тата трио илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.

Финала хутшăнакансем - пурте зонăсенче палăрса мала тухнисем. Çавăнпа та жюри е чи лайăххисене палăртма çăмăлах килмерĕ-тĕр. Сцена çинче хăйсене еплерех тытма пĕлнине, юрлас-ташлас ăсталăхне, жанрсен содержанине... - веçех шута илчĕç конкурса пĕтĕмлетнĕ май. Çапла вара чи маттуррисем çаксем пулса тăчĕç: хорпа юрлакансенчен - Калининăри вăтам шкулта вĕренекенсем, вокал ансамблĕсенчен - Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн ушкăнĕ, хореографи коллективĕсенчен - “Химик” культура çурчĕ çумĕнчи ташă ушкăнĕ, халăх инструменчĕсен ансамблĕсенчен - Кульцаври вăтам шкул ансамблĕ, пĕччен юрлакансенчен - Калининăри вăтам шкулти Алексей Волков, сăвă вулакансенчен - Хăмăшри культура çуртĕнчи Татьяна Никитина. Çĕнтерÿçĕсене пурне те Дипломсемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕç. Çавăн пекех çывăх вăхăтра вĕсем “Черчен чечексен” республикăри фестивалĕн Элĕкре иртекен зонăри конкурсне хутшăнĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика