Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кульцав: ĕнер тата паян.

14 января 2003 г.

Ирхине тухăç хĕрлĕ ялав тĕслĕччĕ. Эпĕ çула пуçтарăнса тухрăм кăна тỹпе упа сурчăкне аса илтерекен вĕтĕ йĕпхỹ Пĕтоĕхтерме тытăнчĕ. Кульцав вара мана темиçе утăмранах нимĕе те палăрма çăра тĕтрепе кĕтсе илчĕ. Ял укăлчине хураллакан йывăçсене çил чăрсăррăн тата-тата илсе асфальст хĕррипе сапаларĕ. Правлени çурчĕ умне çитнĕ тĕле хайхи тĕтре пĕтĕмпех сирĕлсе пĕтрĕ те куç умне икĕ мăнаçлă палăк тухса тăчĕ. Вĕсене мана кăтартма тесе ятарласа шурă пĕркенчĕке сирнĕрех туйăнчĕ... çанталăк кĕске хушăрах темĕн тĕрлĕ те улшăнни пирĕн пурнăçпах çыхăнман-ши; Ара: самана сарнă çул тăрăх утнă май хамăрăн та темĕн те пĕр тỹсме тивет-çке. Акă Кушлавăшпа Пăтовăш юхан шывĕсем пĕрлешнĕ çĕрте виçĕ ĕмĕр каярах шанчăклă вырăн пулнă. Кульцав ялĕн кун-çулĕнче те пĕр-пĕринчен уйрăлса тĕракан, пĕр-пĕринче хирĕçлекен самант сахал мар% хĕвеллĕ кунсем те лăпканă ăна, ун çине «çăлтăр çумăрĕ» те пĕрре кĕна мар çунă, мухтав çути шартарнă куçсем ыттисемçине мăнаçланса пăхнă ун чухне, кайран, вĕсем йăлтах уçăлсан ял чăнкă çыран хĕрне çитсе тăни, хашлатса ассăнăассăн сывламалли вăхăт çитни паллă пулнă. Тепĕр тесен, Тăван çĕршывпа пĕчек ялăн шăписем пĕрешкелех. Хуть те мĕн пулсасăн та паян эпир вĕсем такăрлатнă çул çине каяла çаврăнса пăхнă маçăн аслă ăрусене ĕç-хĕлне хура тикĕтпе варалама тивĕç мар. Халхи çамрăксене çавăн çинчен ас туарса тăнăх туйăнать ялĕ çине палăксенчен тинкерсе пăхакан Максим Михайловпа Сергей Коротков – тĕнче мăнаçлă сассипе тĕлĕнтернĕ мухтавлă юрăçпа колхоз юхăмĕн пултаруллă новаторĕ. Халăхран тухнă икĕ талант, Кульцавăнне кăна мар, пĕтĕм Чăваш çĕрне чапа кăларнă вилĕмсĕр икĕ улăп. Палăксен умĕнче хĕл кунĕсенче те чĕрĕ чечексем выртни – ял-йыш хăйĕн ывăлĕсене чун-чĕререх тытнипе çирĕплетекен пархатарлă тĕслĕх. Пĕри Мускаври Пысăк теарт сцени çинчĕ классика арийĕсене шăрантарнă, тепри хăçне сăпка сикретсе ỹстернĕ тăван тăрăхĕнче халличен никам та туса илмен тыр-пул: çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтернĕ ыйшăлла-чĕрлĕх ĕрчетсе пысăк тупăш-пайта илме пултарнипе тĕлĕнтернĕ. «Хыпарăн» çамрăк вулаканĕсем Кульцав енĕн историне, унăн мухтавлăçыннисен кун-çулĕпе ĕçне, ахăртнех, тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлмеççĕ ĕнтĕỹ çавна шута илсе иртнĕ вăхăтра «çул çỹреве» кайса килни вырăнлă пулĕ... ... çирĕммĕш ĕмĕрĕн 40-60-мĕш çулсенче кĕрлесе тăнă Вăрнар тăрăхĕнчи Ленин ячĕллĕ колхоз. Унăн ỹсĕм-çитĕнĕвĕсем Совет Союзĕпех паллă пулнă. Кульцавсенчен вĕренме, вĕсен опычĕпе çĕнĕлĕхĕсене алла илме чикĕ леш енчи çĕршывсенчен те килсе çỹренĕ çав çулсенче. Кульцав Социализмла /ç Геройĕсен çышĕпе чăннипех Гинесс Кĕнекине кĕме тивĕç% кунта 13 /ç паттăрĕ тухнă. Короткова вара «çурлапа мăлатук» ылтăн медальпе икĕ хутчен чысланă. Самана çилĕ вара вăл хывнă çула манăç тусанĕпе витмерĕ. Кульцавсен колхозĕ паян оротков ячĕпе хисепленет. Паян Кульцавра Ĕç Геройĕн ятне 20 çулталăк илнĕ Николай Суров çеç пурăнать, 72 çулта вăл. Час-часах чирлекелет. Районта, республикăра иртекен пысăк мероприятисене хутшăнма чĕнсе янă йыхрав хучĕсене алла илсен пĕчĕк ача пекех хĕпĕртет Николай Семенович. Сывă пурăнакан Ĕç Геройĕсенчен тăваттăшĕ - Александр Доманин, Валентина Попкова, Валентина Саканина тата Татьяна Елдырева хальхи вăхăтра республикăн тĕп хулинче тĕпленнĕ. Пĕртăван Василий тата Александр Ашанинсем, Василий Михейкинăн, Иван Пронькинăн, Елизаветăпа Иван Саканинсен тата Петр Пупинăн ĕмĕрхи ыйхисене вĕсен вил тăприйсем çийĕн пуçĕсене уçнă лаштра хурăнсем хуралаççĕ. Ялти вăтам шкулăн тавра пĕл. музейĕнче çак Ĕç Геройĕсен пурнăçĕпе çул-йĕрне сăнласа паракан документсем упранаççĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика