Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă пулăшу - конференци иртрĕ

10 февраля 2005 г.

Халăха социаллă пулăшусемпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен районти центрăн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн çулсерен кашни ял администрацийĕнчех конференцисем ирттересси йăлана кĕчĕ. Вĕсенче ватăсем хăйсене хумхантаракан чылай ыйту хуравне тупма пултараççĕ.

Иртнĕ эрнере Калининăра иртнĕ ветерансен пухăвĕнче малтанах ял администрацийĕн пуçлăхĕ Елена Сергеева ватăсене, ветерансене, инвалидсене социаллă пулăшу парассипе мĕнлерех ĕçлесе пыни пирки доклад туса пачĕ. Калинино больницин тĕп врачĕ Николай Яковлев ку категорири çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех пухура центр директорĕ В.Павлов, куç курманнисен районти обществин председателĕ Г.Мясникова, инвалидсен обществин ертÿçи Н.Кузьмин, çар комиссариачĕн ĕçченĕ Е.Матвеева сăмах илчĕç, çăмăллăхсем, тÿлевсĕр эмелсем мĕнле майпа илмеллине тата ытти ыйтусене ăнлантарса пачĕç.

Малтикас Ялтăра ял администрацийĕнче иртнĕ конференцинче те чылай ыйтусене пăхса тухрĕç центр, культура, медицина тата социаллă ĕçченсем ĕçпе вăрçă ветеранĕсем. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Григорьев кун йĕркинчи тĕп ыйтусемпе паллаштарчĕ, анлăн тишкерсе пачĕ. 2005 çул валли «Хÿтлĕх» программăна çирĕплетрĕç. Каламалла, конференци пысăк активлăхпа иртрĕ. Анлă ларăва хутшăнакансем ватăсен, инвалидсен пурнăç шайне пур енлĕн сÿтсе яврĕç, ку ĕçе лайăхлатас енпе чылай сĕнÿсем пачĕç. Центр директорĕ В.Павлов Раççей шайĕнче тата Чăваш Республикинче йышăннă саккунсем мĕнле пурнăçланса пынине тишкерсе пачĕ, çăмăллăхсем пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Соцработниксем пĕччен пурăнакан ватăсемпе инвалидсене хÿтлĕх-пулăшу парассипе тăрăшса ĕçлеççĕ, чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Хăшпĕр çынсем ватлăхра пач никамсăр тăрса юлаççĕ, теписен ачисем ватăсем çине çаврăнса пăхасшăн мар. Малтикас Ялтăра ял администрацийĕнче те çавăн пек çемьесем тĕл пулаççĕ. Вĕсене хÿтлĕхе илесси, кирлĕ пек пулăшасси шăпах пирĕн тивĕç. Çавăнпа та конференцире кунашкал çынсене тупса палăртса социаллă ĕçченсен хÿттине илес ĕçе татах та вăйлатмалли пирки калаçрĕç

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика