10 февраля 2005 г.
Ĕненместĕр-и; Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе йĕркеленĕ комисси сĕннипе район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллегин членĕсем Вăрнарта “Ачасен хулине” тата фонтан тума йышăннă. Вăл Советски урамĕнче райпон ресторанĕпе универмаг хушшинче пулмалла. Уйрăм çынсен икĕ çуртне пăсмалла. Вĕсене пурлăхшăн хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăва татса панă.
Йăла ыйтăвĕсен çурчĕ çумĕнче çĕнĕ çурт çĕкленет. Унта аптека, шăл юсамалли уйрăмсем пулать, теççĕ. Унпа юнашар вара (пăснă çуртсем вырăнĕнче) фонтан куçа илĕртмелле.
Пĕтĕм ĕçсен планне туса хатĕрленĕ ĕнтĕ. “Ачасен хули” валли тĕрлĕ оборудовани кăна 500 пин тенкĕлĕх кÿрсе килмелле. Вĕсене Шупашкарти фирмăсем тендер выляса илсе пурнăçламалла. Дизайнерсем палăртнă тăрăх, республикăра урăх çавнашкал илемлĕ вырăн пулмĕ.
Ресторан тĕлĕнчен пуçласа Источник: "Çĕнтерÿ çуле"