11 января 2003 г.
Çутçанталăк газне кил-çурта илсе çитерсе ун ăшшине туйинччен терт-нуша чылай тỹсме тивет. Пирĕн пек катари ("типикри") ялсенче пурăнакансем çакна уйрăмах лайăх ăнланаççĕ. Проектне те хатĕрлемелле, кăмакине, счетчине тупса илмелле, газ приборĕсене вырнаçтарма уйрăм пỹлем хатĕрлемелле тата ытти те. Кил-çурта газ кĕртессипе ĕçлекен предприятисене кăна мар, район администрацийĕн пуçлăхĕ таранах çỹремеллĕ пулчĕ. Тỹрех калапăр, пурте пире ĕçлĕ пулăшу кỹме тăрăшрĕç, пирĕн ыйту-сĕнỹсене шута илчĕç.
Раштавăн 5-мĕшĕнчен пулса çутçанталăк газĕн ăшшипе рехесленсе пурăнатпăр? Кил-çурта ăшăтма, апат-çимĕç пĕçерме питĕ меллĕ.
çак ырлăхшăн район администрацийĕн пуçлăхне А.И. Кузьмина, «Лига-Вурнары» предприяти директорне Г.С. Степанова, Мăн Турхан ял администрацийĕн пуçлăхне Н.В. Викторова, «Знамя» ял хуçалăх производство копереативĕн директорне В.И. Васильева ырă сунса тав тăвас килет. çĕнĕ çулта ăнăçлăхра ĕçлеме майсем тупăнса пыччăр. Халĕ, яла газ çитнĕ хыççăн: ăна Тĕмпекри ытти килсене те, тĕрл/ учреждени çурчĕсене те кĕртĕç.