Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп сывлăхшăн

28 января 2005 г.

Турă пăр çине аннă кун пирĕн ялти моржсем пĕве çинче вак касрĕç, шыва кĕчĕç. Сивĕ çанталăка пăхмасăрах Сергей Леонидович Лукин, Николай Иванович Яковлев, Юрий Владимирович Прокопьев, Петр Петрович Петров кашни хĕлех шыва кĕреççĕ. Моржсем  гриппа чирлемеçĕ, вĕсем çирĕп çынсем. Ĕçкĕ-çикĕпе те аташмаççĕ, сывă пурнăç йĕркипе пурăнаççĕ, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсен çемйисенче туслăх хуçаланать, ача-пăчине тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе обществăна усăллă çынсем тăвасси пĕрремĕш вырăнта тăрать. Хăйсене тыткалама пĕлнĕренех ял-йыш хисеплет вĕсене.

Вĕсем çамрăксене урă пурнăçпа пурăнмаллине, сывлăха çирĕплетесси çине кашни кун тимлĕ пăхмаллине асăрхаттараççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканăн кил-çуртра та, ĕçре те, пĕр-пĕрин хушшинче те йĕрке кăна хуçаланать. Ĕç патне те алă пырать, апать те анать, ыйхă та килет. Хăвна лайăх туятăн, хул-çурăмра вăй пурри сисĕнет. Хамăр пурнăçа эпир хамăрах кĕскететпĕр. Сывлăха 100 грампа улăштаратпăр, патне çитсен вара сывлăха нимĕнпе те илейместĕн.

Юлашки вăхăтра суррогатсем сутма пуçларĕç уйрăм çынсем. Метил спирчĕ вара апат анассине пĕтерет, ыйхă килессине хуçать, чĕрене сиктерет, вар-хырăма ыраттарать. Тĕрĕсрех каласан, пĕтĕмпех чирлеттерсе ярать, ăс-пуçа анратать. Сывлăх пулсан - эсĕ пуян, сывлăх çук пулсан - эсĕ чи чухăн çын. Çакна яланах ас туса тăмалла, сывлăха çирĕплетмелле, урă пурнăçпа пурăнма тăрăшмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика