Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт

21 декабря 2004 г.

КИРЕ ПУКАНĔ ÇĔКЛЕССИ Иртнĕ кĕçнерни кун Кÿкеç поселокĕнче шкул ачисен спартакиади йĕркипе кире пуканĕ çĕклессипе турнир иртнĕ. Районти вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управленийĕ те унта команда тăратнă. Командăра - Вăрнарти 2-мĕш тата Калининăри вăтам шкулта вĕренекен арçын ачасем.

Арçын ачасем ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен кăна мар, вăй-хал енчен те вăйлă пулнине кăтартса панă. Калининăри вăтам шкулта вĕренекен Андрей Орлов, акă, 80 килограмчченхи виçе категорийĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ăмăртăва хутшăнса ытти арçын ачасем призлă вырăнсене йышăнайман пулин те, япăх мар результатсем кăтартнă.

ШЫВРА ИШЕССИ Ку енĕпе ăмăртусем декабрĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Республикин район-хула администрацийĕсен ĕçченĕсем хушшинче иртнĕ. Район чысне унта Санарпуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров, Иртеменкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти физкультура учителĕ Галина Павлова тата вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов хÿтĕленĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе команда тăваттăмĕш вырăн йышăнăн.

Çак кунах Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкне халалланă спартакиада кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетнĕ. Пирĕн район канашсемпе етĕрнесем хыççăн виççĕмĕш вырăна тухнă.

ЙĔЛТĔР СПОРЧĔ: Хĕл кунĕсем йĕлтĕрçĕсемшĕн чи хĕрÿ вăхăт, ăмăрту хыççăн ăмăрту вĕсене старта чĕнет. Иртнĕ канмалли кунсенче йĕлтĕрпе чупассипе Чăваш Республикин кубокне çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртăва пирĕн район команди те хутшăннă.

Пĕрремĕш кунне спортсменсем классика стилĕпе чупнă. Унăн кăтартăвĕсем çакăн пек: Владимир Герасимов пиллĕкмĕш, Роман Егоров саккăрмĕш, Владимир Политов тăххăрмĕш, Катя Логачева пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

Иккĕмĕш кунне йĕлтĕрçĕсем ирĕклĕ майпа ăмăртнă. 5 çухрăмлă дистанцире Галина Павлова иккĕмĕш пулнă, Роман Егоров - тăваттăмĕш, Владимир Герасимов - пиллĕкмĕш.

Йĕлтĕрçĕсем çинчен калаçнă чухне Вăрнар енĕн маттур каччине, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин йышне кĕрекен Андрей Петрова та манмалла мар. Нумаях пулмасть вăл черетлĕ ăмăртура спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Çак ята районта пĕр 15 çул илекен  пулман. Халĕ спортсмен Пермь хулинчи ăмăртусене хутшăнать.

ВОЛЕЙБОЛ: Район администрацийĕн ĕçченĕсем халăха физкультурăпа спорта анлăрах явăçтарас тĕллевпе хăйсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, час-часах тĕрлĕ ăмăртусене тухса çÿреççĕ. Вĕсен ырă пуçарăвĕпех районта волейболла выляссипе кашни эрнерех юлташла тĕл пулусем иртеççĕ. Иртнĕ шăмат кун волейбол тусĕсем Калининăри вăтам шкула пуçтарăннă. Малти Ишекри, Калининăри шкулсен, ял хуçалăх техникумĕн тата район администрацийĕн командисем тупăшнă унта. Район администрацийĕн команди пурне те парăнтарса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика