Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наградăсем хуçисене тупнă

20 декабря 2004 г.

Вăрçăра тепĕр сехетрен мĕн пуласси паллă мар. Позици хыççăн позици улшăнать,  пĕр чаçрен тепĕрне куçараççĕ... Çавна май çапăçури паттăрлăхшăн панă наградăсене темиçе çул иртнĕ хыççăн лнĕ тĕслĕхсем те сахал мар пулнă.  Акă, Аçăмçырминче 1921 çулта çуралнă  Иван Капитонович Капитонов рядовоя  159-мĕш  стрелковăй дивизи  командующийĕн приказĕпе  1945 çулхи  февралĕн 10-мĕшĕнче  Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе  наградăланă. Кÿстÿмĕрте  1925 çулта  çуралса ÿснĕ Сергей  Николаевич Николаев сержанта вара  СССР Верновнăй Совет  Президиумĕ  1947 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче  йышăннă Указпа  “Хăюлăхшăн”  медаль памалла тунă.  Анчах вĕсем çакăн çинчен пĕлмен. Нарадăсем районти  çар комиссариатне  60 çула яхăн вăхăт иртнĕ хыççăн  çитнĕ.  Вĕсене И.Капитоновпа  С.Николаев кăкăрĕсем çине  районти çар комиссарĕ  В.Игнатьев пдполковник  савăнăçлă лару-тăрура çакса янă, награда илнĕ ятпа саламланă.  Аслă Отечествăллă вăрçăра  нимĕç фашисчĕсне çĕнтернĕренпе  60 çул çитнине тĕрĕсçтĕкел кĕтсе илме тата  нумай çул пурăнма  ырă суннă. Савăнăçлă мероприятие  Аçăмçырми тата Ершепуç ял  адмнистрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика