Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕррисен хисепĕ чакать

20 декабря 2004 г.

Халĕ Кÿлхĕрринче пĕрлешÿллĕ хуçалăх çук. «Вурнарыдорстрой» акционер обществин хушма хуçалăхĕ пулса тăнă хыççăн кунта обществăлла выльăх-чĕрлĕх пĕр пуç та юлман, фермăсем хупăннă, витесене йăлтах çĕмĕрсе-салатса пĕтернĕ. Çав вăхăтрах ял çыннисем хăйсен килĕсенче выльăх ытларах та ытларах усраççĕ. Пĕлтĕр мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ 229 пуç пулнă. Кăçал тăхăр уйăхра 259 пуçа çитнĕ. Çынсене выльăх усрама лайăхрах майсем туса парас тĕллевпе тата халăх ыйтнипе ял администрацийĕ иртнĕ çул ялта ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен пункт уçнă. Унта çав вăхăтра ĕçсĕр пулнă Михаил Ржанов вăй хурать.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров кăçалхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче йышăннă «Ялта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тата вĕсен ĕç тухăçне ÿстерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» Указа пурнăçласа ял администрацийĕ ытти ĕçсем те туса ирттернĕ. Кăçал Кÿлхĕрринче икĕ суту-илÿ точки уçнă. Юлашки вăхăтра ÿссе ларнă çĕнĕ урамра 150 метр çула юсанă, анĕ çине тăпра хăпартнă. Ял урамĕсенчи çулсен айккисене çÿп-çапран тасатсах тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе вăхăтлăх ĕçсĕр юлнисем вăй хураççĕ. Пĕлтĕр вĕсем 37 çын пулнă. Кăçал 21 çын. Тăххăрăшĕ районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăраççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика