Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннесен ячĕпе

09 декабря 2004 г.

Амăшĕн кунне халалласа иртнĕ шăмат кун Калининăри культура çурчĕн илемлетнĕ залĕнче пысăк уяв концерчĕ пулнă. Çак ятпах фойере шкул ачисен ÿкерчĕкĕсемпе сочиненисенчен йĕркеленĕ выставка ĕçлерĕ.

Уяв каçĕн чи сумлă хăнисем - аннесем - ячĕпе çак кун чылай ăшă сăмах янăрарĕ. Концерта ертсе пыракан, юмахсен геройĕсем, «Хĕвелтухăç артисчĕсем», салари пулас эстрада çăлтăрĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕпе саламларĕç. Шкул ачисем - Антонинапа Артем Мышкинсем, Алексей Волков юррисене куракансем уйрăмах хапăлласа йышăнчĕç. Уяв ячĕпе аннесене çĕнĕ вырăс карчăкĕсем (Настя Михайловапа Наташа Васильева) тата Верка Сердючка (Ирина Герасимова) та «савăнтарчĕç».

Концерт номерĕсем хушшинче асаннесемпе аннесем валли ятарлă конкурссем йĕркелерĕç. Вĕсенче уйрăмах Калининăри вăтам шкулта ĕçлекен И.Ефимова тата участок больницинче ача-пăча уйрăмĕнче чылай çул вăй хунă Л.Васильева хастар пулчĕç.

Уяв концертĕнче сочиненисемпе ÿкерчĕксен конкурсне те пĕтĕмлетрĕç. Ÿкерес енĕпе вăтам шкулти Е.Игнатьева, шкул-интернатри С.Салюковапа Н.Арсентьев пуринчен пултаруллăрах пулнине палăртрĕç. Сочиненисен конкурсĕнче вăтам шкулти А.Мышкина çĕнтерчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика