Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарсем виççĕмĕш вырăнта

24 ноября 2004 г.

Шахмат - авалхи, ăс-тăна аталантаракан, çĕнтерÿ патне ăнтăлма пулăшакан вăйă. Сăнама кăна мар, шахматла выляма та питĕ интереслĕ.

Иртнĕ кунсенче Шупашкар хули республикăри шахмат тусĕсене пуçтарчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен спартакиади йĕркипе иртнĕ турнира зонăра çĕнтернĕ ултă команда хутшăнчĕ. Вĕсем - Комсомольски, Вăрнар, Тăвай, Çĕмĕрле, Шупашкар хулин Ленин тата Мускав районĕсен ушкăнĕсем.

Район чысне турнирта Игорь Иванов (Малти Ишекри шкул), Иван Степанов (Аçăмçырминчи шкул), Мальвина Трофимова (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Марина Никифоровапа Денис Андреев (Вăрнарти 2-мĕш шкул) хÿтĕлерĕç. Шкул ачисене вăйă вăрттăнлăхĕсене чылай çул ĕнтĕ Г.И.Степанов тата В.А.Афанасьев тренерсем вĕрентеççĕ.

Уйрăмшар ăмăртусенче И.Иванов иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. М.Никифорова вара пĕр партире те выляса ямарĕ. Пĕтĕмĕшле очко шучĕпе Вăрнар район команди, комсомольскисемпе тăвайсем хыççăн, виççĕмĕш пулчĕç. Хĕр ачасемпе арçын ачасем турниртан пысăк хавхаланупа таврăнчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика