Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малалла – йывăрлăхсене çĕнтерсе

27 октября 2018 г.

Çĕр ĕçченĕсемшĕн хĕрÿ тапхăр хыçа юлчĕ. Типĕ шăрăх вĕсене самаях ура хучĕ, çавна май ял çыннисем палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçлаймарĕç. Апла пулин те йывăрлăхсем умĕнче пуç усса лармарĕç вĕсем, кашни майпа усă курса çĕнĕ тухăçа пÿлмесене-складсене тирпейлĕн кĕртсе хучĕç. Малтанхи кăтартусене пĕлтерсех тăнăччĕ. Халĕ Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен уявĕн кунĕ умĕн пĕтĕмлетÿллĕ цифрăсене кăтартни уйрăмах вырăнлă. Вĕсем пирки район администрацийĕн пĕрремĕш заместителĕпе – ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕпе Вячеслав ГОРБУНОВПА калаçатпăр.

– Вячеслав Анатольевич, чи малтанах аграрисен тĕп ыйтăвĕ – ял хуçалăх культурисене пухса илес ĕç пирки калаçар-ха. Вăрнар районĕ мĕнпе мухтанма пултарать?

– Кăçалхи çанталăк çĕр ĕçченĕсене ытлашши савăнтармарĕ пулин те, вĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçларĕç. Тăван çĕр умĕнчи тивĕçе чыслăн тытса пынине çирĕплетрĕç.

Çĕре пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен (пĕтĕмпе 17036 га) 99 проценчĕ кондициллĕ вăрлăх хывăнчĕ, вăл шутра 26 проценчĕ элитлă. Пĕтĕмĕшле пухăм 47305 тоннăпа танлашрĕ. Кашни гектартан илнĕ вăтам тухăç – 29 центнер. Ку – Чăваш Республикинчи чи пысăк кăтарту.

Çĕрулмие 10114 тонна туса илтĕмĕр, вăтам тухăç – 207 центнер.

– Ĕççине кашни хуçалăх пĕр пек кăмăлпа пуçăнать, анчах та тухăçпа лидерта шутлисене кăна куратăн...

– Практика çакна кăтартса пачĕ: ĕçе çĕнĕлле йĕркелени, çĕнĕ технологисене çул пани пысăк кăтартусем тума май парать. Çакна «Санары» агрофирма (ертÿçи Роберт Петров) çулсерен çирĕплетет. Кăçал вĕсем пĕрчĕллисенчен чи пысăк тухăç илчĕç: гектартан 37,5 центнер. Геннадий Спиридонов ертсе пыракан «Мураты» кооперативăн кăтартăвĕ – 37,4 центнер. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн те тухăç аван: 35 центнер. Ертÿçи – Николай Аливанов. Фермерсенчен Валентин Павлова ырăпа асăнмалла.

«Иккĕмĕш çăкăр» тухăçне илес пулсан, малта «Санары» агрофирма: 257 центнер. «Мураты» хуçалăхăн – 252, «Янгорчино» кооперативăн – 244 центнер. Алексей Игнатьев, Валентин Павлов тата Михаил Максимов фермерсен çĕрулми тухăçĕ гектартан 180 центнерпа танлашать.

– Паллах, кунашкал çитĕнÿсене çынсен ĕçченлĕхĕсĕр тăваймăн...

– Çаплах. Кирек мĕнле ĕç ăнăçăвĕ те çынран килет, вăл çĕре юратнинчен, ĕçе парăннинчен. Вăрнар районĕнче унашкаллисем нумай. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн механизаторĕсене Владислав Сергеева, Анатолий Дмитриева, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхри Леонид Христанова, «Мураты» хуçалăхри Борис Федорова ырă тĕслĕх вырăнне лартас килет.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче паха опыт саракансем пур: «Мураты» хуçалăхри сăвăм операторĕ Надежда Волкова, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сысна пăхакан операторĕ Надежда Павлова, скотникĕ Людмила Васильева, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн техник-осеменаторĕ Людмила Александрова.

Тĕрĕссипе, çĕр ĕçĕнче тимлекен кашни çынна пысăк тав сăмахĕ калас килет. Йывăрлăхсене пăхмасăр, ыранхи тутă пурнăçшăн, сĕтел çине паха çăкăр çитересшĕн тăрăшаççĕ вĕсем.

– Çĕр çыннисен тăрăшулăхĕ сисĕнет. Анчах та пулăшусăр май çук. Паян патшалăх аграрисене мĕнлерех çăмăллăхсем сĕнет?

– Кăçал ял хуçалăх таварне туса илекенсене патшалăх енчен кÿнĕ пулăшу 52,1 млн тенкĕпе танлашрĕ. Пуçлакан фермерсене тата çемье фермисене хавхалантаракан программăсем ĕçлеççĕ. Кăçал гранта Вăрнар районĕнчи пĕр фермер тивĕçрĕ. Пĕтĕмĕшле тапхăрта вĕсен шучĕ 25-е çитрĕ, вăл шутра çемье фермисем – виççĕ.

Кăçал çавăн пекех çамрăксене ялта тытса хăварас тĕллевпе виçĕ çамрăк специалист çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма свидетельствăна тивĕçрĕ.

– Хуçалăхсем хăйсем аталанăва мĕнлерех тÿпе хываççĕ-ха?

– Вăйлă тухăç илес текен, малашлăха çирĕп пăхакан пурлăхпа техника базине пуянлатассине пысăк тÿпе хываççĕ. Çак эрнере кăна Вăрнарти аш-какай комбиначĕ Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче 2400 пăру вырнаçмалăх витесем хута ячĕ. Çавăн пекех «Мураты» кооператив 1000 тонна, «Янгорчино» хуçалăх 600 тонна вырнаçмалăх тырă склачĕсем, Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх техника лартма аркăллă склад çĕкленĕ.

Районти хуçалăхсем машинăпа техника паркне çĕнетессипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Вĕсем хăйсен укçипе те усă кураççĕ, кредитсем те явăçтараççĕ. Кăçал пĕтĕмĕшле 92 млн тенкĕлĕх техника туяннă. Танлаштарас пулсан, 2017 çулта 57 млн тенкĕлĕх.

– Тирпейлекен промышленность мĕнлерех шайра-ши тата?

– Ку сфера предприятийĕсем продукци кăларассине аталантарсах пыраççĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ кунсерен 25 тонна аш-какай изделийĕ туса кăларать. Производствăна çĕнетме кăçал вăл 27 млн тенкĕ хывнă.

Ку предприяти, чăнах та, республикăри чи аталаннисенчен пĕри. Кăçал акă Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне» курав-конкурсра унăн пилĕк продукцийĕ чи пысăк наградăсене тивĕçрĕ. Çакă коллективăн пысăк, туслă, ăслă ĕçне кăтартать.

Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ те пахалăх паллине çухатас мар тесе ĕçлет. Лавкка сентрисем çине вăл паян 40 тĕрлĕ сĕт-вар продукцине ăсатать.

Калинино райповĕн ĕçченĕсен кулленхи ĕçне ырăпа асăнмалла.

– Паян эсир çĕрпе тÿреммĕн ĕçлекенсене мĕн суннă пулăттăр?

– Агропромышленность комплексĕн потенциалĕ пысăк, паян ялта халăхăн 70 проценчĕ ĕçлесе пурăнать. Пирĕн ÿсентăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче туптанă çитĕнÿсене сыхласа хăвармалла, тата çÿлерех талпăнмалла. Çĕнĕрен те çĕнĕ инвестицисем ытларах явăçтарни отрасле çĕклеме май парĕ, çавăнпа та ку ыйтăва нихăçан та тимлĕхрен кăлармалла мар. Пурне те уяв ячĕпе саламлатăп, уйра, фермăсенче, йĕтем çинче, мастерскойсенче тимлекенсем умĕнче пуçа таятăп!

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика