09 июня 2018 г.
Йăмрасемпе тата улма-çырла сачĕсемпе витĕннĕ Çĕньял Нурăс. Çак илемлĕ те лăпкă ялта 1918 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче хресчен çемйинче Исак Федорович Кошкин çуралнă. Вунпиллĕке çитичченех колхоз ĕçне кÿлĕннĕ: лашапа ĕçленĕ, алла сухапуç тытнă. Çичĕ класран ытла вĕренме май килмен Исакăн. Хресченшĕн ун чухне ĕç тĕп вырăнта пулнă.
Малтан Хĕрлĕ Çарта службăра тăнă. 1942 çулхи апрельтен пуçласа вăрçă чарăничченех фронтра фашистсене хирĕç çапăçнă. 1945 çулхи июльте киле таврăнсан ĕнерхи салтак тÿрех колхоз ĕçне пикенет – фронтовика уй-хир бригадирне çирĕплетнĕ. Ялти Евген ятлă хĕрпе пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Икĕ çул çурă хушшинче бригадирăн ертсе пырас ĕçри ăсталăхĕ халăх çинче палăрать. Ытларах вăл дисциплинăллă пулни тата хăйне пăхăнакансенчен çирĕп ыйтма пултарни ял ĕçченĕсене килĕшнĕ.
1947 çулхи февральте колхозăн отчетпа суйлав пухăвĕнче Çĕньял Нурăс хресченĕсем ăна правлени председательне суйлаççĕ. Çапла, 36 çул пĕр улшăнмасăр ертсе пырать И.Кошкин «Правда» колхоза, мĕнпур ăс-халне, вăйне, пĕтĕм пултарулăхне хуçалăха аталантарас ĕçе парать.
Тепĕр çичĕ çултан Калининăри «Искра» тата Мачамăшри «1 Мая», 1964 çулта Шăхальти «Партизан» хуçалăхсемпе пĕрлешсе пысăкланать «Правда» колхоз. Ăна ертсе пыма И.Кошкина шанаççĕ.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче колхоз кассинче укçа-тенкĕ пулман. Садри улмуççи речĕсем хушшинче арбуз акса тунă, хăвăрт çимĕç паракан хурлăхан тĕммисене хунаттарнă, çил арманĕпе авăртса Горький хулине çăнăх сутма «полуторка» автомашинăпа кайса çÿренĕ, çăм тапмалли машинăна ĕçлеттернĕ. Çапла, колхоз кассине укçа кĕме пуçланă.
Вăхăтăн-вăхăтăн И.Кошкин Мускавра пичетленнĕ «Колхозник календарьне» хăйĕн сĕтел сунтăхĕнчен кăларса вулатчĕ. Парти пленумĕсен материалĕсем, Министрсен Канашĕн постановленийĕсем, çулсерен тухакан ял хуçалăх календарĕсем, «Апат-çимĕç программи» татăлмарĕç унăн сĕтелĕ çинчен. Анчах пичетленнĕ хаçат-журнала тишкерсех тăратчĕ. Вулатчĕ те, кăсăклăраххисене агроном сĕтелĕ çине йăкăшт пырса хуратчĕ. Эсĕ те çакна вула тенĕ пек.
Производство базине вăйлатас ĕçе пысăк тимлĕх уйăратчĕ Исак Кошкин. Виçĕ ял хушшинчи уйри çырмана пĕвелеттерчĕ. Нурăсри лаша вити хыçĕнче хăйăр карьерне уçрĕç. Пĕве хĕрринче кирпĕч çапмалли сарай çĕкленсе ларчĕ. Кирпĕчрен тимĕрçĕ лаççи, 100 пуç вырнаçмалăх ĕне вити, вунă машина лартма гараж, икçĕр тонна тырă хумалли склад, 100 тонна çĕрулми вăрлăхĕ упрамалли путвал туса хута ячĕç. Каярахпа шыв башни вырнаçтарчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче кунта «Правда» колхозăн катаранах курăнса ларакан хуçалăх центрĕ ÿссе çĕкленчĕ. Çапла, 1961 çул тĕлне, çиччĕмĕш пилĕкçуллăх пуçланнă тапхăра, фермăсем, производство объекчĕсем хута кайрĕç. Лаша витисем çеç ялсенче юлнă.
Ĕçе юратакан Шăхаль çыннисем, çулран-çул улшăнса тăракан тимсĕр председателĕсем çине тарăхса çитнĕскерсем, Нурăс, Çĕньял Нурăс тата вĕсен хуçалăх центрĕ еннелле ăмсанса пăхнă. Район центрĕнчи «Правда» колхоза ĕç вăйĕ çитмен, çав вăхăтрах Шăхальти «Партизан» колхозра ĕçлекенсем чылаййăн. Шăхальсене лайăх ертÿçĕ кирлĕ пулнă, çĕньял-нурăссемпе нурăссене – ĕç вăйĕ. Çавăнпа та экономика енчен тĕрлĕрен шайра тăракан юнашар икĕ хуçалăх пĕрлешни хăвăрттăн аталанма майсем туса панă. Çĕнелнĕ колхозăн çĕрĕ 1941 гектара çитнĕ, вăл шутра ял хуçалăхĕнче усă кураканнисем – 1670, сухалаканнисем – 1280 гектар.
Производствăна ытлашши централизациленин çитменлĕхĕсене вăхăтра сиснĕ И.Кошкин. Вăл Шăхальти хуçалăха çĕнетме пуçланă. Саккăрмĕшпе тăххăрмĕш пилĕкçуллăхсенче Шăхальте сысна çăвăрлаттармалли, сысна самăртмалли кирпĕч витесем, тырă склачĕ, 200 тонна упрамалли путвал, йывăçран удобрени склачĕсем хута каяççĕ. Кунтах 75 тонна кĕрекен аммиак цистерни вырнаçтараççĕ. Кашни ялтах мăйракаллă шултра выльăх самăртмалли витесем çĕклеççĕ. Шăхальте кăна виçĕ вите. 1972 çулта тырă вăрлăхĕ тасатмалли «Петкус» хута каять тата ытти те.
Çĕре чун-чĕререн юратса ĕçлени, унăн пулăхне лайăхлатса пыни, паха вăрлăхшăн тăрăшни, агротехникăна пăхăнса пыни «Правда» колхоза çулсерен пысăк тухăçлă тыр-пул, çĕрулми, выльăх апачĕ çителĕклĕ туса илме май панă. Ÿсентăран тухăçĕ ÿснĕ май выльăх-чĕрлĕх шучĕ те пысăкланнă. 1980 çулта ял хуçалăхĕнче усă куракан 100 гектар çĕр пуçне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 58,8-пе танлашнă. Районĕпе ку кăтарту – 40,5. Сăвакан ĕнесен йышĕ виççĕр пуçа çитнĕ. Сыснасен шучĕ 900-е çывхарнă. Кашни ĕнерен 2600–2800 килограмм сĕт суса илнĕ. 100 гектар çĕр пуçне çулсерен 100 центнертан кая мар аш-какай туса илнĕ. Аш-какай комбинатне йывăр виçеллĕ кондициллĕ выльăх çеç ăсатнă. 100 гектар çĕр пуçне сĕт суса илесси 411 центнера çитнĕ.
Колхоз çулсерен тухăçлă аталаннă. Производство фончĕсем ÿснĕ, туса илекен продукцисен хăйхаклăхĕ чакнă. Çавна май колхозниксен ĕç укçи хăпарса пынă. 1983 çулта пĕр кунхи шалу 7 тенкĕ те 76 пуспа танлашнă. Халăх пуянланса пынă. Ялсенче кашни çул кирпĕчрен виçшер-тăватшар çĕнĕ пÿрт çĕкленнĕ. «Американецсем пурăнаççĕ пулĕ кунта?» тенине те илтнĕччĕ колхоз территорийĕ витĕр иртсе каякан урăх ял çыннисенчен. Кашни ялтах колхоз клубĕсем ĕçленĕ. Художество коллективĕсем пĕр-пĕрин патне çÿресе концертсем, спектакльсем кăтартнă. Тĕп клуба, Çĕньял Нурăса, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи театрĕн артисчĕсем тăтăшах килетчĕç. Залра халăхпа пĕрле И.Кошкин председатель те ларнă.
Калининăри профтехучилище преподавателĕсем пулас трактористсене «Правда» колхоза илсе килетчĕç, çĕр ĕç культурипе паллаштаратчĕç, мехпаркра занятисем ирттеретчĕç. Кирек мĕнле хуçалăхăн та чи пысăк пуянлăхĕ – кадрсем, ĕçлекен çынсем.
Пĕр пысăк çемье пек курма тăрăшрĕ Исак Федорович хăйĕн колхозне. Кĕтмен çĕртен сиксе тухнă хирĕçÿсене çийĕнчех лăплантаратчĕ. Ватă колхозниксене хисеплетчĕ, çамрăксене юрататчĕ, вĕрентетчĕ. Чуна хĕсекен хуйха-суйха та сирме пулăшнă вăл. Пуçа усса кĕнĕ çынсем çутă сăнпа, тулли кăмăлпа тухнă унăн ĕç пÿлĕмĕнчен.
Çиелтен пăхсан, хăй вăхăтĕнчи арçынсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман пирĕн председатель. Анчах та хăйĕн этемлĕхĕпе, ĕç опычĕпе, кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе нумай вĕреннĕ хăшпĕр çынсенчен те çÿллĕ шайра тăнă вăл. Хăйпе калаçакана витĕр курнă. Айăпа кĕнĕ çынна тÿрех «çапса» хуçман, йăнăш тунă пулсан та чи малтан унăн лайăх енĕсене шыранă. Кирлĕ пулсан, пулăшнă та.
Яланах халăхпа пĕрле пулса çынсен нушисене пĕлсе-сиссех тăнă И.Кошкин. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем тăвассине хăйĕн ĕмĕтĕнчен кăларман. 480 вырăнлă вăтам шкул, ялсенче магазинсем, 140 вырăнлă ача сачĕ, культура çурчĕсем çĕклесе хута янă. Калининăри участок больницин çĕнĕ çуртне тăвас ĕçе те пысăк тÿпе хывнă «Правда» колхоз.
Çакă халĕ те асрах. 1982 çулхи кĕркунне. Вăрнартан пĕр шавлă канашлуран таврăнатпăр. Калининăри профтехучилищĕн кивелнĕ шыв башнине сăнаса пыракан Исак Федорович çапла каларĕ: «Кашни ялтах пирĕн тепрер шыв башни лартмалла та урамсенче ĕçмелли шыв колонкисем вырнаçтармалла...»
Виçĕ тĕрлĕ самана витĕр тухнă И.Ф.Кошкин. Хăшпĕр колхозсем шыв çинчи такана пек выляса кайнă вăхăтра та шавлă тинĕсре нихăш еннелле те тайăлма паман вăл хăй тытса пыракан «карапа». «Брежнев вилсен ун çине утлансах лараççĕ ĕнтĕ. Пурнăç малалла каясси те иккĕленÿллĕ», – тенĕччĕ вăл. Экономика, ял хуçалăх политики ăçталла сулăнассине те пророкла пĕлсе тăнă.
Горбачев пуçтарнă партин 28-мĕш съезчĕ партие хăйне тата Совет Союзне салатмалли çул-йĕре палăртса хăварнă. Горбачев ирттернĕ колхозниксен 4-мĕш съезчĕ те колхозсене пĕтермелли форум пулчĕ иккен. Шел, колхозсенчен чылайăшĕ саланса кайрĕ.
Чыс та чап халĕ те ура çинче çирĕп тăракан колхозсемпе вĕсен ертÿçисене. Вĕсем – коллективлă ĕç мăнаçлăхĕн символĕсем, ту хысакĕсем пек нимĕнле тăвăла та парăнмаççĕ.
И.Ф. Кошкин – Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ăна виçĕ хутчен Ленин орденĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе, нумай медальпе наградăланă. Чăваш АССР-ĕн Ĕç мухтавĕн тата Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Вăл Чăваш АССР Аслă Канашĕн, район тата ял Совечĕсен депутачĕ пулнă.
Исак Федорович Кошкин 1983 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Эпир, ăна пĕлекенсем тата пĕрле ĕçленисем, унăн çутă сăнарне яланах асра тытăпăр.
Геннадий КРАСНОВ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"