Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕç парнелет вăй-хал

27 июня 2018 г.

Мĕн кăна тума пĕлмест пулĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн ĕçченĕ Ольга Цыганова. Апат пĕçерме те, ташлама та ăста.

– Шкул сакки çинчен тахçанах аннă ĕнтĕ, апла пулин те пĕр класри ачасем халĕ те асрах. Кашнин хăйĕн ĕмĕчĕ. Тăрăшса вĕренесси вара малти вырăнта тăратчĕ. Эпĕ те учитель умĕнче пите хĕретмен, вăл урокра ыйтсан ялан тулли хурав пама пултарнă. Çулсем сисмесĕрех тенĕ пек хыçа юлса пычĕç. Вăрнарти 2-мĕш шкулта 9-мĕш класс пĕтерсен техникума вĕренме кайма шухăш çуралчĕ. Çапла сентябрьтен унта пĕлĕве тарăнлатма пуçларăм, – кăмăллăн калаçрĕ О.Цыганова.

Вăл Вăрнарта çуралнă. Çавăнпа райцентрта вырнаçнă ял хуçалăх техникумне кайса çÿресси йывăрлăх кÿмен. Занятисене сиктермен. Пур предметпа та лайăх паллăсем кăна илнĕ. Ырă кăмăллăскер обществăлла ĕçсене те хутшăнма пуçланă. Техникумра пĕр-пĕр мероприяти иртмелле – унти активлă студентсемпе пĕрле сценари хатĕрленĕ, хыççăн репетицисенче ăсталăха туптанă. Унăн пултарулăхне вĕрентекенсем кăна мар, тĕрлĕ курсра пĕлÿ пухакан студентсем те асăрханă. Ольга Вячеславовна иккĕмĕш курсра техникум студенчĕсен канашĕн председателĕ пулса тăнă.

– Шанăçа тÿрре кăларассишĕн нумай вăй хумаллине малтанхи кунсенчех туйса илтĕм. Анчах каялла чакма юрамасть. Председатель тивĕçне пурнăçлама тытăнсан канлĕх мĕнне те мантăм. Тĕрлĕ акцисемпе конкурссем хатĕрлесе йĕркелесси вăхăт нумай ыйтатчĕ. Апла пулин те вĕренĕве те хыçа хăварман. Тăваттăмĕш курсра техникумри художество пултарулăх ертÿçин ĕçне сĕнчĕç. Паллах, хирĕçлеме пултараймарăм, ĕçе кÿлĕнтĕм, – терĕ Ольга Цыганова.

Çамрăк Вăрнарти ял хуçалăх техникумне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Аш-какай продукчĕсен технолог специальноçне илсен те пĕр-пĕр предприятие ĕçе вырнаçма тĕллев тытман, техникумрах юлнă. Концерт программи хатĕрлесси тĕп вырăна тухса тăнă. Ушкăнпа районти шкулсене çитнĕ. Ачасемпе тĕлпулу йĕркеленĕ май техникумăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа панă, мĕнле специальноçсем илме май пуррине пĕлтернĕ. Хыççăн пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарнă. Ольга Вячеславовна хăй те сцена çине тухнă: ушкăнпа пĕрле юрăсем юрланă, ташланă.

Çамрăк ĕçленĕ вăхăтрах Мускаври технологи управленийĕн институтне вĕренме кĕнĕ. Унта 5 çул куçăмсăр майпа пĕлÿ пухнă. Халĕ О.Цыганова техникумра производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче ĕçлет. Пулас поварсемпе технологсене ĕçе хăнăхтарассишĕн пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшать. Çавăн пекех техникумри волонтерсен командине ертсе пырать тата студентсен канашĕн ертÿçи те шутланать.

– Канашра вăтăра яхăн студент. Уйăхсерен пуçтарăнатпăр, хамăр йышпа тĕрлĕ ыйту пăхса тухатпăр. Пирĕн председатель те пур. Ку таранччен Татьяна Антонова тивĕçе ăнăçлă пурнăçларĕ. Вăл кăçал техникум пĕтернĕ май, сентябрьте пĕр-пĕр пултаруллă çамрăка председателе суйлама тивĕ. Студентсен канашĕнче вара хастар яшсемпе хĕрсем. Вĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Мĕншĕн тесен спорт ăмăртăвĕсенче те, тĕрлĕ шайри конкурссенче те палăраççĕ. Акă эпĕ ертсе пыракан «Хаус» ташă ушкăнĕ «Çамрăксен территорийĕ» республикăри конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Хĕрсен ушкăнĕ «Професси кадрта» республикăри конкурсра 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Çитĕнÿсем татах та пур – пурне асăнса та тухаймастăн. Нумаях пулмасть техникум студенчĕсемпе Регионсен аталанăвĕн «Мой Город-2018» çамрăксен форумне хутшăнни яланлăхах асра юлĕ, – пĕлтерчĕ О.Цыганова.

Волонтерсен командин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те кĕскен каласа пачĕ. Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнă май, инвалид ачасем валли теттесем пухнă. Вăрçăпа тыл ветеранĕсен килĕсенче пулса тĕрлĕ пулăшу панă. Техникум территорине тирпей-илем кĕртме активлă хутшăннă. Ытти ĕçсенче те хастарлăх кăтартнă.

Ольга Цыганова Чăваш ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине те тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе Александрпа пĕр ача пăхса çитĕнтереççĕ. Роман çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 1-мĕш класа кайĕ. Ача амăшĕ килте тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме юратать. Пурнăçран кая юлас мар тесе квалификацие те май килнĕ таран ÿстерсе пырать. Техникумри ĕçе юратса пурнăçлать. Кирек епле йывăрлăхра та нихăçан пуçа усмасть.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика