Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсем – професси енĕпе ăстасем

04 июня 2018 г.

Кăçал ĕнесене машинăпа сăвакан мастерсем тата выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен операторсем «Янгорчино» хуçалăха пуçтарăнчĕç. Районти чи лайăх специалистсем професси ăсталăхне кăтартассипе çыхăннă конкурсра хăйсен ĕç-хĕлне туллин уçса пама пултарчĕç.

Конкурса хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов, «Янгорчино» хуçалăх ертÿçи Геннадий Романов, районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Владимир Матвеев, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕ Георгий Романов ăшшăн саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Мероприятие уçнă май Чăваш Республикин патшалăх ялавне пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕ – «Янгорчино» хуçалăхри Надежда Сергеева çĕклерĕ.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен конкурсĕ темиçе тапхăрпа иртрĕ. Кашниех пĕр-пĕрин ĕçне курчĕ, усăллине нумай пĕлчĕ. Мероприятие эксперт пулса ăратлăх енĕпе ĕçлекен «Чувашское» ОАО-н ветврач-консультанчĕ Дмитрий Казаков хутшăнчĕ.

Конкурс вăхăчĕ вĕçленчĕ те, жюри чи лайăххисене палăртрĕ. ,несене машинăпа сăвакан операторсем хушшинче «Янгорчино» хуçалăхри Алевтина Тарасова çĕнтерчĕ. Искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен осеменаторсенчен «Янгорчино» хуçалăхри Надежда Сергеева пуринчен нумайрах балл пухрĕ, пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ.

Ветерансем хушшинче Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхри Елизавета Григорьева, çамрăк специалистсенчен «Кольцовка» агрофирмăри Анастасия Фомичева палăрчĕç.

Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен çамрăк техник-осеменаторсене те чысларĕç. «Кольцовка» агрофирмăри Людмила Храмова чи лайăххи пулса тăчĕ. Ветерансенчен Галина Росадина хисепе тивĕçрĕ.

Конкурса пынисене юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика