Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен те çивĕч

02 июня 2018 г.

Вăхăт иртет, çулсем малаллах каяççĕ. Акă Кивçурт Енĕшре пурăнакан Галина Николаевна Тихонова (Васильева) та май уйăхĕн 30-мĕшĕнче 50 çул тултарчĕ.

Çур ĕмĕр – пысăк та паллă тапхăр. Çак вăхăтра Галина ырă ят çĕнсе илчĕ. Çивĕчлĕхĕшĕн, чунпа таса пулнишĕн, çынна пулăшма тăрăшнишĕн хисеплет ăна ял-йыш.

Галина Мăньял Хапăсра çуралнă. Çемьери аслă хĕр. Амăшĕ, Анна Егоровна Васильева, 41 çул йывăç комбинатĕнче ĕçленĕ, унтанах пенсие тухнă. Ĕç ветеранĕ. Асли пулнă май, килти ĕçсен пысăк пайне Галинăн пурнăçлама тивнĕ. Йăмăкĕсене те, Аленăпа Ленăна, пăхнă.

Галя Мăньял Хапăсри, Хапăсри шкултан тухсан, Вăрнарти 29-мĕш училищĕре сутуçă профессине алла илнĕ. Хыççăнах хальхи универмаг вырăнĕнче ларнă хуçалăх лавккинче икĕ çул ĕçленĕ.

Вунтăххăрта Кивçурт Енĕш каччипе – Игорь Тихоновпа пĕрлешнĕ. Услантăр Енĕшри ял лавккинче пилĕк çул вăй хучĕ, халăха таварпа тивĕçтерчĕ. Услантăр Енĕш халăхне хăйсен енчи – Хапăсри пек, кофта, камаш, юбкăсем çыхма хăнăхтарнă. Çынсем лавккана алă ĕçĕ тума пуçтарăнатчĕç. Плана ялан тултарнă. Çавăнпах ĕнтĕ ăна «Раççей потребкоопераци тытăмĕнчи тăрăшуллă ĕçшĕн» паллăпа наградăланă.

Мăшăрĕпе – Игорьпе виçĕ хĕр çитĕнтернĕ: Инга, Алена, Ильзита. Инга Вăрман Кипеке качча тухнă, халĕ Вăрнарти «Ручеек» ача садĕнче – воспитатель. Алена Муркаш районĕнче телей тупнă, «Акконд» фирмăра ĕçлет. Икĕ ача çитĕнтереççĕ. Ильзита Ленинград облаçĕнчи Тосно хулинчи фабрикăра вăй хурть.

Галина çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлчĕ. Сывă та маттур çÿрекен Игорь больницăран сывалса таврăнаймарĕ. Галя темиçе çул йывăр чирленĕ хунямăшне, вырăнпах выртаканскерне, пăхса пурăнчĕ. Мăшăрĕ виличчен çĕнĕ пÿрт лартрĕç, кил-çурт çавăрчĕç, çăмăл машина туянчĕç. Выльăх-чĕрлĕх усраса ачисене ура çине тăратрĕç.

Чăтăмлă та çирĕп Галина Николаевна йывăр вăхăта чăтса ирттерчĕ, алă усмарĕ, мăшăрĕ хыççăн хунямăшне те тирпейлесе пытарчĕ.

Вăхăт иртнĕçем Вăрман Кипек каччипе Владимир Семеновпа çемье йĕркелерĕç. Гальăн хĕрĕсем те ăна ырăпа йышăнчĕç. Шăкăл-шăкăл, лайăх пурăнаççĕ. Володьăн ватă ашшĕпе амăшне, 80 урлă каçнăскерсене, пăхаççĕ. Галинăн Мăньял Хапăсри амăшне те манмаççĕ, унта та çÿреççĕ.

Галина Николаевна пĕр вăхăт Енĕшри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче те ĕçлерĕ, Кивçурт Енĕш тата Услантăр Енĕш çыннисене хаçат-журналпа тивĕçтерчĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатпа туслă. Ăна вуласа тухмасăр та чун канмасть, тет.

Валерий ГРИГОРЬЕВ.

Кивçурт Енĕш.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика