Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр вăхăтра та малтисен йышĕнчен чакман

05 мая 2018 г.

Истори тĕрлĕ тапхăрти пулăмсем, фактсем, çынсен аса илĕвĕсем тăрăх çырăнать. Район аталанăвĕ те çаплах. Нумаях пулмасть паллă тунă Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕнче район ертÿçинче 1991 – 1996 çулсенче вăй хунă Валерий Петрович НАУМОВПАкалаçма тÿр килнĕччĕ. Ку тапхăрти самантсем вулакансене те кăсăклă пулĕç.

– Валерий Петрович, район пуçĕнче эсир çĕршыв экономикин чи йывăр тапхăрĕнче тăнă тесен те йăнăш пулмĕ...

– Аса илес пулсан, районсене ертсе пырас çĕнĕ структурăна, администраци пуçлăхĕсене 1991 çулхи декабрьте пуçласа пилĕк çуллăха суйларĕç. Çакă унччен пĕрлĕхлĕ тата хăватлă пек туйăннă СССР арканнă тапхăрпа пĕр килчĕ. Икĕ çул маларах çĕршыв экономики чакма пуçларĕ. 1991 çул тĕлне тавар дефицичĕ пуçланчĕ – ирĕклĕ суту-илÿрен тĕп таварсен мĕнпур тĕсĕ тенĕ пек çухалчĕ, вĕсемпе нормăпа, талонсемпе, тивĕçтерме тытăнчĕç.

1992 çулхи январĕн 2-мĕшĕнчен Раççейре хаксен либерализацийĕ пуçланчĕ. Çулталăкра таварсен хакĕсем 24 хут ÿсрĕç, малаллахи тăватă çулта – çулталăкне вăтамран 10-шар хут.

– Сирĕн шутпа, района çак вăхăтра тĕпсĕр кризиса кĕртсе ÿкерессинчен мĕн çăлнă-ха?

– Ку тапхăрта, паллах, нихăш района та çăмăл пулман. «Вырăнти хăйтытăмлăх çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн вырăнти влаç çине муниципаллă пурлăхпа усă курасси тата хуçаланасси, район бюджетне йĕркелесси çеç мар, халăхăн кулленхи ыйтăвĕсене татса парасси те тиеннĕ: электричествăпа, ăшăпа, газпа, шывпа тивĕçтересси, çыхăну, суту-илÿ, общепит, йăлари тивĕçтерÿсем, культура, медицина, ача сачĕсем, обществăлла йĕркелĕхе сыхласси тата ытти те. Паллах, патшалăх пире çивĕч ыйтусемпе пĕчченлĕхре хăвармарĕ, кашни района вырăнти тупăша кура укçа-тенкĕ уйăрчĕ.

Вăл вăхăтра района аш-какай комбиначĕ (директорĕ Н.А.Семенов), сĕт-çу завочĕ (директорĕ В.В.Чернов) ăнăçлă туртрĕç. Вĕсем район бюджетне пысăк укçа-тенкĕ хыватчĕç. Палăртмалла, ун чухне налук пухăмĕн 50 процентне районсенчех хăваратчĕç. Çавăнпа та пире çăмăлрах килчĕ, кÿршĕлле районсемпе танлаштарсан ыйтусене оперативлăрах татма пултараттăмăр.

– Сирĕн ĕçе ку вăхăтра çĕкленĕ объектсем тăрăх ырăпа асăннине пĕрре мар илтнĕ. Тĕплĕнрех аса илсен аванччĕ...

– Çак тапхăрта район пурăнма çеç мар, аталанма та, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма та пултарчĕ. Газ сечĕсен строительствипе, ялсем патне асфальтлă çулсем çитерессипе хастар ĕçлерĕмĕр. Аçăмçырминче, Чăрăшкас Хирлепре тата Туçи Çармăсра çĕнĕ шкулсем туса хута ятăмăр. Поселокри котельнăйсем çĕр кăмрăкĕ çитсе пыманнипе аран тенĕ пек ĕçлетчĕç. Çавăнпа та вĕсене газ çине куçарма йышăну турăмăр. Район администрацийĕпе юнашар тата райбольница территорийĕнче çĕнĕ котельнăйсем çĕклерĕмĕр. Çĕмĕрлери межрайгаз халăха газ баллонĕсемпе питĕ япăх тивĕçтеретчĕ. 1993 çулта хими завочĕпе калаçса татăлса района çутçанталăк газне пысăк калăпăшпа кÿрсе килме килĕшÿ çыртăмăр. Çакăн валли «Вурнарыгаз» ТПП (директорĕ О.П.Николаев) йĕркелерĕмĕр, район бюджетĕнчен автоцистерна туянтăмăр, çапла ют газ службисене явăçтармасăр халăх ыйтăвне татрăмăр.

Поселокра пурăнакансем ял хуçалăх запасне хатĕрлейменнишĕн пăшăрханатчĕç. Вăрçă ветеранĕ Петр Иванович Краснов пуçарăвĕпе Вăрнарăн хĕвелтухăç пайĕнче унччен çÿп-çап куписем йăваннă вырăна тасатса çуммăнах «Заря» тата «Юпитер» сад-пахча обществисене йĕркелерĕмĕр, пин çемьене яхăн çĕрлĕ пулчĕ. Çурçĕр микрорайонĕнче уйрăм çуртсем лартма тата кил хуçалăхĕ тытса пыма 300 ытла çĕр лаптăкĕ уйăртăмăр. 1–2 çулта унта «мелиораторсен поселокĕ» çĕкленсе те ларчĕ.

1996 çулта типĕ шăрăхра Кĕçĕн Çавал шывĕ вуçех типсе ларчĕ, çавна май вăрманти пĕверен поселока шыв çитерессине оперативлă татса пама тиврĕ.

– Инфляци тапхăрĕ района мĕнлерех витĕм кÿнĕ-ха?

– Гиперинфляци, хаксем тăрук ÿссе кайни тата союз тенки Раççей укçи çине куçни, халăха патшалăх енчен тивĕçтересси çине пысăк витĕм кÿчĕ. Уйăхсерен шалу, пенсисем, ача укçисем, районсене дотацисем уйăраймастчĕç. Пулăшăва инфляцие кура мар, унчченхи çулхинчен 10 процент таран кăна хушса паратчĕç, çакă палăртнă объектсене туллин çĕклессине вăйлă ура хуратчĕ.

Анчах та мĕнпур отрасльте ĕçлеслĕх шайĕ чакманни савăнтаратчĕ. Ял хуçалăхĕнче (администрацин управлени пуçлăхĕ Л.Г.Николаев) район тырпул пухса илессипе те, ял хуçалăх продукцине хатĕрлессипе те яланах малти ретре пыратчĕ. Лидерсен йышĕнчи колхозсем – «Янгорчино» (Г.И.Андреев), Ульянов ячĕллĕ (М.П.Петров), Ленин ячĕллĕ (Н.С.Храмов), «Гвардеец» (Г.И.Ильин), «Самолет» (Н.П. тата А.П.Петровсем). Мăн Явăш ял Совечĕн пуçлăхĕпе колхоз председателĕн должноçĕсене пĕрлештерсе эпир тунă эксперимента хăшпĕр регионсем ырласа хăйсем патĕнче йышăнчĕç.

Йывăр вăхăтра та культура вучахĕсене, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ учрежденийĕсене сÿнтермен.

Эпир республикăра пĕрремĕш вăрнарсен ентешлĕхне чăмăртарăмăр. Çулсерен хамăр тăрăхран тухнă творчество ĕçченĕсем, ученăйсем 3–4 кунлăха района килсе халăхпа тĕлпулусем йĕркелетчĕç, концертсем кăтартатчĕç, калаçусем, лекцисем ирттеретчĕç.

– Хăвăрăн чи пысăк ĕçĕр шутне мĕн кĕртнĕ пулăттăр?

– Ман шутпа, пирĕн чи пысăк ĕçсенчен пĕри – йывăр тапхăрта мĕнпур предприятие тата ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварма пултарни. 1993 çулта çÿлтен участокри больницăсене тата фельдшерпа акушер пункчĕсене кĕскетме е вуçех пĕтерме хушрĕç. Эпир итлемерĕмĕр, Уравăшри участок больницине çеç хупма тиврĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, Вăрнарта медработниксен республикăри канашлăвне пуçтарчĕç. Кĕтменлĕх пулчĕ – О.В.Шарапова министр пурин умĕнче те медицина объекчĕсене сыхласа хăварнăшăн тав турĕ. Сăмах май, больницăра котельнăйсăр пуçне ку вăхăтра васкавлă пулăшу тата инфекци корпусĕн çурчĕсене те çĕкленĕ.

Паллах, хупăнас патне çитнĕ предприятисем те пулнă – химзавод тата çĕвĕ фабрики. Вĕсем взаимозачет мелĕпе кăна ĕçлетчĕç. Çавăнпа та вăл вăхăтра район пуçлăхне уйăрнă правапа усă курма тиврĕ. Ку предприятисене çулталăк çурăлăх тÿреммĕн налуксенчен хăтартăмăр.

– Çĕвĕ фабрики каярах пурпĕр хупăннă...

– Çаплах. 1997 çулта, чи йывăр вăхăтсем иртнĕ хыççăн, вырăнти çĕнĕ хăйтытăмлăх çĕвĕ фабрикине, «Сельхозтехника», ПМК-668, ПМК-10, «Сельхозмонтаж», «Ремстройучасток» предприятисене, хăшпĕр колхозсене панкрута кăларса пурлăхне сутса пĕтернĕшĕн кулянатăп тата çакна сивлетĕп. Ку списока хими завочĕ те кĕнĕччĕ, анчах вĕсен май килмерĕ. Ку шухăша пурнăçа кĕртнĕ пулсан районпа, поселокпа мĕн пулма пултарни пирки шутлама та хăрушă. Куратпăр, халĕ хутăш препаратсен завочĕ чи ăнăçлă аталанакан, поселока пулăшакан предприяти пулса тăчĕ.  

– Районшăн эсир пысăк ĕçсем тунă. Паллах, ĕçтешсемсĕр мар. Камсем-ши сирĕн командăри маттурсем?

– Пĕрле тăрăшса ĕçленĕшĕн, анчах пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă хастар заместительсем Николай Милицков, Николай Степашин, финанс пайĕн ертÿçи Нина Яранцева, тĕрлĕ рангри ĕçченсем, предприяти-организаци ертÿçисем ячĕпе ырă сăмах çеç калатăп. Халăхпа тачă çыхăнса тăрăшнăшăн, вĕсен çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшнăшăн пысăк тав.

Çавăн пекех хамăр ентешсене, Минфинра вăй хунă Нина Клюковапа Роза Кондратьевана, Правительствăн ун чухнехи председательне, пирĕн районтан Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутатне суйланнă Энвер Аблякимова чĕререн тав тăватăп.

Район паянхи кун сулмаклăн аталанса пыни савăнтарать. Мĕнпур отрасльти çитĕнÿсене сăнатăп, мăнаçланатăп. Вăрнар тăрăхĕ малашне те малтисен ретĕнчех пытăрччĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика