Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсем манăçмаççĕ

08 мая 2018 г.

Вăхăт иртет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа, Совет çарĕ вăрçăран çĕнтерÿпе тухнăранпа 73 çул çитрĕ. Вăл Совет Союзĕнчи кашни киле кĕрсе тарăн йĕр хăварнă. Кивçурт Енĕшренех, вăрçа 70 хуçалăхран 63 арçын тухса кайнă. Хăшпĕр çемьерен тăватшарăн та хутшăннă. Акă Григорий Макаровăн, Василий Макаровăн, Кузьма Максимовăн Петр Леонтьевăн – 4-шар ывăл. Ефрем Тимофеевăн, Никита Кошкинăн, Хвати мучин виçшер ачи нимĕçсемпе кĕрешнĕ. Ефим Ильин вара ывăлĕпе – Николайпа – пĕр кунта вăрçа тухса кайнă.

Нумайăшĕ вăрçă вутĕнчен тухайман, 24 салтак ăрăвне малалла тăсас вырăнне тĕрлĕ çĕршывсенче тăпрапа витĕннĕ.

Кивçурт Енĕш салтакĕ Степан Илларионович Илларионов Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Тимофей Алексеевич Алексеев вара малтан Шăхасан районĕнче, кайран Вăрнар районĕнче Ленин орденне илнисенчен пĕрремĕш салтак пулнă. Икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.

1941 çулхи хĕл хаяр сивĕпе палăрса юлнă. Çапах та пирĕн ялтан хĕрарăмсемпе 15–16 çулхи çамрăксене Тăвай районне çар хÿтĕлевĕсем тума илсе кайнă. Акă Нестор Матвеев 14-ра кăна пулнă, çапах та аслисемпе танах ĕçленĕ. «Красноармеец» колхозра 7–8 çулхи ачасенчен пуçласа 70–80 çулхи ватăсем вăй хунă.

Темĕнле йывăр пулсан та çĕрсем усăсăр выртман. Уйра пухса кĕртмесĕр нимĕн те хăварман. Вăрçă тылĕ шанчăклă пулнă, ачасемпе ватăсем çак çĕнтерĕве çывăхлатма пулăшнă.

Ефрем Тимофеевăн çемйинчен те виçĕ ывăл вăрçа хутшăннă.

Асли – Иван Ефремович Ефремов, 1903 çулта çуралнă. 1916 çулта Енĕшри пуçламăш шкула кайнă, 1918 çулта Ямашри пуçламăш училищĕре вĕреннĕ. 1920–1925 çулсенче ялти ватăсене хутпĕлменлĕхе пĕтерме пулăшас тесе тăрăшнă. 1927 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă.

1931–1932 çулсенче Шупашкарти райфакра вĕреннĕ. 1936–1938 çулсенче Мăн Элменти тата Красноармейски районĕнчи Пайсупин шкулĕсен директорĕ. Çак вăхăтрах авланнă, Пайсупин хĕрне, Аннăна, качча илнĕ. Вăл маттур та вăйлă пулнă. 50 килограмлă михĕсене тырă валеçнĕ вăхăтра хулпуççи çине хурса йăтнă. Германи çĕршывĕ Совет Союзне тапăнса кĕрсен Иван Ефремовича Шăхасан военкомачĕ урлă 1941 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче фронта илнĕ.

Иван Ефремович Елец çывăхĕнчи Липецк облаçне лекет. Пĕрер уйăх çапăçу мелĕсене вĕренсен вĕсене 16-мĕш мотострелковăй бригадăна çирĕплетеççĕ. Ăна Михаил Иванович Павелкин полковник ертсе пынă. Танк корпусĕнче Иван Ефремова сержант званине парса отделени командирĕ туса хураççĕ.

Вĕсен тĕллевĕ – Елецпа Воронеж çывăхĕнче юхса выртакан Кшень юханшывĕ урлă нимĕçсем каçассинчен сыхласси.

Иван Ефремович тăракан танк корпусне 1942 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче туса хунă. Танк корпусĕ июнĕн 9–16-мĕшĕсенче Касторная станцине Витебск фронтне куçать, апла пулин те Брянск çарĕнчех тăрать. 1942 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче Иван Ефремов сержант отделенийĕ хĕрÿ çапăçăва кĕрет. Çав кун 107-мĕш тата 164-мĕш полксем нимĕçсен тапăнăвне, Кшень урлă каçассишĕн тăрăшакансене, çине-çинех сирсе янă. Нимĕçсем вара вĕсем çине çÿлтен бомбăсем тăкнă.

Каç енне çухатусем нумай пулнă. Пирĕн 15 танк пĕтнĕ, анчах та нимĕçсем Кшень юханшывĕ урлă каçайман. Тепĕр кунне – июнĕн 30-мĕшĕнче Иван Ефремов тăракан 16-мĕш танк корпусĕ çĕнĕ приказ илет: çĕнĕ поселок патĕнче нимĕçсене атакăламалла. Ку вутлă çапăçура та пирĕн çарсен çухатусем нумай пулнă, 14 танк пĕтнĕ. Çапăçусем июлĕн 8-мĕшĕнче кăна пирĕн ен çĕнтернипе вĕçленнĕ.

Çав вăхăтрах Сталинград патĕнче лару-тăру йывăр пулнă. Танк корпусĕн командирĕ Михаил Павелкин полковник çывăх вăхăтрах танк корпусне вагонсем çине тиесе ку хулана çитересси пирки каланă.

Сталинград хулин пĕр районне çитсен 16-мĕш танк корпусĕ Дон фрончĕн шутĕнче тăма пуçлать. Çав кунсенче Иван Ефремович гварди 35-мĕш дивизийĕнче, 101-мĕш полкра, 3-мĕш ротăра шутланса тăрать. Котлубань станци çывăхĕнче çапăçăва кĕнĕ. Танксене пĕтермелли пăшалне алăран яман, нимĕçсен танкне тĕп тунă. Çав паттăрлăхшăн ăна 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăлама йышăннă. Ку 1942 çулхи августăн 29-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Маларах вăл хаяр çапăçусенче Кшень патĕнчи паттăрлăхшăн «За отвагу» медале те тивĕçнĕ. Акă мĕн çырнă кун пирки документра:

«Бывший командир отделения противотанковых ружей сержант Ефремов Иван Ефремович, находясь продолжительное время в боях против немецких захватчиков, 29 августа 1942 года получил тяжелое осколочное ранение правого голенного сустава с переломом обеих костей голени. Ранение получено в составе 15-го мотомеханизированной бригады 16-го танкового корпуса Сталинградского фронта при освобождении деревни.

После ранения 5 месяцев находился в госпитале на излечении и был выписан инвалидом Отечественной войны 2 группы, в настоящее время инвалид 3-ей группы. В результате ранения правый коленный состав неподвижен».

Аманнă хыççăн яла таврăнсан, 1944 – 1945 çулсенче Иван Ефремович Енĕшри пуçламăш шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1946–1947 çулсенче «Красноармеец» колхозăн правленийĕнче счетоводра тăрăшнă. 1948 – 1958 çулсенче – каллех Енĕш шкулĕнче. Совет Союзĕ Германие çĕнтернине хавхаланса халăха вăл пĕлтернĕ. 1958 – 1959 çулсенче виçĕ Енĕшĕн пĕрлештернĕ Максим Горький ячĕллĕ колхозăн председателĕнче ĕçлерĕ. Ун хыççăн 1973 çулччен – Енĕш шкулĕнче.

Мăшăрĕпе, Аннăпа, пилĕк ача çитĕнтерчĕç: Анатолий, Зинаида, Гена, Валя, Коля. Иван Ефремович шăллĕ те, Павел, вăрçа хутшăннă. 1914 çулта çуралнă. Колхозсем йĕркелесен комсомолеца «Красноармеец» колхоз председательне суйланă. Ун хыççăн Канашри финанс техникумĕнчен вĕренсе тухсан Çĕмĕрле хулинче ĕçлесе пурăннă. Вăрçă тухсан фронта илнĕ. 1942 çулта паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Тепĕр шăллĕ – Илья Ефремович 1921 çулта çуралнă. Пĕр вăхăт бригадирта ĕçленĕ. 1940 çулта çар ретне тăнă. 1943 çулта хаяр çапăçура пуçне хунă.

Йывăр аманнине пула Иван Ефремович Ефремов хăйне орденпа наградăланине пĕлмен те. Ăна алла тытса курман. Хăйне çырса та пĕлтермен. Наградăна курмасăрах, 1983 çулта, çĕре кĕнĕ.

Валерий ГРИГОРЬЕВ.

Кивçурт Енĕш.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика