Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсен ячĕсем манăçа тухмĕç

12 мая 2018 г.

Фашистсен ирсĕрлĕхне хирĕç, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хĕç-пăшала алла тытса кĕрешнĕ паттăрсен йышĕ, шел, çулсерен сайрарах та сайрарах. Калинино ял поселенийĕнче те вĕсем Çĕнтерÿ кунне кăçал тăваттăн кăна кĕтсе илчĕç. Анчах вăрçă салтакĕсен речĕ сайраланни вĕсен Çĕнтерĕвĕн хакĕ чакнине пĕлтермест, вăхăт иртсен те нихăшĕн ячĕ те манăçмасть.

Уяв кунĕнче те ак вĕсем «стройра» – ахаль салтакран офицер таранах «Вилĕмсĕр полк» парадĕнче. Калининăра çак астăвăм акцийĕ кăçал тата ытларах çынна пухрĕ. Ачисен, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен аллисенче – Аслă Çĕнтерĕве юнлă çапăçусенче туптанă фронтовиксен, ветерансен, нушаллă кунсенче хăйсене шеллемесĕр тăрăшнă тыл ĕçченĕсен сăнĕсем.

Çулталăкри чи савăнăçлă, çав вăхăтрах чи хурлăхлă уява халалланă митинг Калининăри тĕп площадьре кăçал та чăннипе мăнаçлăн иртрĕ. Кашни сăмахра, кашни юрăра, кашни сăвăра – вăрçă паттăрĕсене паянхи ырлăхшăн, çĕршыва сыхласа хăварнишĕн тав туни. Чи хаклă хăнасем, паллах – ветерансем, вăрçă участникĕсен арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем. Вĕсене Калинино ял поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова саламларĕ, чир-чĕре парăнмасăр, çывăх çыннисен хÿтлĕхĕпе нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Николаевăн сăмахĕсем те чунтан тухакан тавпа тулчĕç. Вăл каланипе килĕшмесĕр май çук – тăнăçлăхшăн, телейшĕн, ирĕклĕ сывлама пултарнишĕн ветерансем умĕнче нихçан тавăрайми парăмра эпир, терĕ вăл. Çак шухăшах район Пухăвĕн депутачĕн Венера Николаеван, Калининăри чиркÿ настоятелĕн Сергий аттен тата ыттисен саламлă сăмахĕсем те пĕрлештерчĕç.

Çитĕнекен ăру вара – Калининăри вăтам шкулта, шкул-интернатра вĕренекенсем, «Светлячок» ача сачĕн воспитанникĕсем – мăн аслашшĕсемпе асламăшĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланнине хăйсен пултарулăхĕ урлă кăтартрĕç. Ветерансене чыслама вĕсем чылай вăхăт хатĕрленнĕ. «Светлячок» ача садĕнчи юнгăсен кадет ушкăнĕ ак епле маттур – пĕчĕкскерсем ватăсенне кăна мар, пуринне те савăнăç куççулĕ кăларчĕç. Шкул вĕренекенĕсен флешмобĕ те уявăн чăн илемĕ пулса тăчĕ. Чи хÿхĕм самант вара – темиçе класс отрячĕ кăтартнă плац-концерт. Кунсерен тренировкăсенче пиçĕхнĕ ачасен кашни хусканăвĕ çыпăçуллă, пĕр йăнăшсăр.

Уява илемлетсе çак кун патриотлăх туйăмĕпе тулнă чылай юрă-сăвă янăрарĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асăнса палăк умне чечексем хучĕç, мирлĕ пурнăçшăн тав туса ачасем пĕлĕтелле шарсем ячĕç.

Çĕнтерÿçĕсене халалланă уяв парада хутшăнакансем марш кĕввипе утса тухнипе вĕçленчĕ. «Мĕнлерех хастар çĕршыв хÿтĕлевçисем ÿсеççĕ, вĕсенче – малашлăх», – терĕç ветерансем, çар тумĕсене тăхăннă ачасен патвар уттине пăхса савăнса.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика