Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх астунă чухне паттăрлăх чĕрĕ

12 мая 2018 г.

Вăрнарта пурăнакан Михаил Степанович Ванюхин вăрçă кунĕсен синкерлĕхне, хăрушлăхне, хуйхине аван пĕлет. Вунçиччĕрех фронта илнĕ ăна. Оруди командирĕ, сержант Курск пĕккинчи çапăçусенчен тытăнса Берлина çитнĕ, Украинăна, Белоруссие, Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Икĕ хут аманнă.

Михаил Степановича телейлисен ретне кĕртмелле. Хăюллă салтак, вăрçăра тата хыççăн çар службинче çичĕ çул пулнăскер, Аслă Çĕнтерĕвĕн 73-мĕш çулне кĕтсе илме пултарчĕ. Шел, районта иртекен тĕп митингра фронтовиксене çулсерен те çулсерен сахалрах куратпăр. Вăрнарти Сергей Васильевич Барсуков сталинградец çутă уявччен уйăх кăна пурăнса çитереймерĕ. Мăньял Хапăсри Елена Николаевна Викторова та куçне ĕмĕрлĕх хупрĕ. Паян районĕпе ку вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисем 31-ĕн çеç пурăнаççĕ. Çавăнпа та аслă уявра çĕнтерÿçĕ ăрăва çав тери пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Михаил Степанович Ванюхин трибуна çинчен чыс-хисепшĕн тав турĕ.

Вăрнар Аслă Çĕнтерÿ кунне чыслă хатĕрленчĕ. Урамсем субботниксенче тасалчĕç. Тĕп урамсем ялавсемпе, предприятисен фасачĕсем баннерсемпе илемленчĕç.

Уявра яланхиллех ачасем йышлă пулнине ырласа палăртмалла. Вĕсене патриотизм туйăмĕпе çитĕнтернинчен ырри çук. Кашнин сăнĕнче çĕнтерÿçĕ ăрăва тав туни вуланчĕ.

Акă Йĕпреç тата Вăрнар çар комиссарĕ Владимир Венедиктов мăнаçлă сассипе команда панă хыççăн Калинино кадечĕсемпе Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн юнармеецĕсем Раççей Ялавне тата Çĕнтерÿ Ялавне йăтса тухрĕç.

Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров митинга уçнă май, совет халăхĕн калама çук пысăк паттăрлăхне пула паян эпир мирлĕ пурнăçпа пурăннине асăнчĕ.

– Вăрçă хирĕнчен таврăнман юлашки салтака пытармасăр та вăрçă вĕçленнĕ шутланмасть. Çĕршывĕпе тăван çĕрте канлĕх тупайман çĕршер, пиншер салтак выртать. Шырав отрячĕсем пулăшнипе вĕсен юлашкийĕсене çуралнă тăрăхра пытарма май пур. Çакнашкал тĕслĕх хамăр районта та пулчĕ – Хирпуçĕнчи Александр Платонович Платонов, 1941 çулхи августра Смоленск çĕрĕ çинче пуçне хунăскер, 77 çултан тăван ял масарĕнче канлĕх тупрĕ. ,мĕрсем иртсен те, ăрусем улшăнсан та паттăрсем этемлĕхĕн асăнчен ан тухчăр, – район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Николаевăн сăмахĕнче пĕр вăхăтрах çĕнтерÿçĕ ăрупа мăнаçланни, çамрăклах пуçĕсене хунă салтаксемшĕн хурланни палăрчĕ.

Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов нацистсем совет халăхĕн мухтавне таптанине, палăксене çĕмĕрнине кулянса каларĕ. «Юрать, çĕр çинчи пĕтĕм халăх апла мар. Ют çĕршывсенче нумайăшĕнче «Вилĕмсĕр полк» акцие хастар хутшăнаççĕ. Ахальтен мар пирĕн Президент Владимир Путин патриотизм наци идейи пулнине пĕлтерчĕ», – терĕ вăл вăрнарсене Çĕнтерÿ кунĕпе саламласа.

Пухăннисене çавăн пекех Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте саламларĕ.

Паянхи ăру тавне Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Настя Ермошкинапа Владислав Шашкаровăн сăввисем, Вăрнарти 1-мĕш шкул, ача-пăча ÿнер шкулĕн юрри-ташшисем, Калинино шкулĕн кадечĕсен плац-концерчĕ хывăнчĕ. «Вăрçă пулсан чечек те татаймăн, вăрçă пулсан хавассăн выляймăн...» – чуна пырса тивмелле юрларĕ Çĕрпел шкулĕн вĕренекенĕ Камила Сергеева.  

Трибуна çинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин чи юнлă тапхăрĕсене аса илчĕç. Паттăрсене асăнса лартнă палăксем чечек кăшăлĕсемпе витĕнчĕç.

Вăрнар районĕ Аслă Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнă. Фронта 11526 çын тухса кайнă, 5961-шĕ каялла таврăнайман. Вĕсен ячĕпе уявра çĕр-çĕр ăшă сăмах янăрарĕ. Парада çĕнтерÿçĕ ăрăвăн мăнукĕсем – районти вĕренÿ организацийĕсенчи кадетсемпе юнармеецсем уçрĕç. Трибуна умĕпе ура-уран утса иртсе вĕсем К.Маркс урамĕнче «чĕрĕ» коридор йĕркелерĕç. Ытти колоннăсем вĕсем витĕр тухса чукун çул вокзалĕ умĕнчи палăк умне чечексем хучĕç.

Кунтах «Тăрнасем» акци иртрĕ. Тÿпене хутран касса кăларнă тăрнасем çыхнă шурă шарсем вĕçтерчĕç.

Каçхине уяв программи малалла тăсăлчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика