Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каччăна ĕç илем кÿрет

04 апреля 2018 г.

Ĕçченлĕхпе правурлăха мала хурать Ярмушка ялĕнчи Валерий Балыков. 27-ри çамрăк ахальтен мар хăй тĕллĕн ĕçлеме кăмăл тунă. Халĕ вăл сакăр ял халăхĕн сĕтне кунсерен пуçтарать. Ку ĕçе 2015 çулхи март уйăхĕнче пуçăннă та паянхи кун та ирсерен çула тухать. Ĕç хăратмасть ăна, тепĕр тесен, пурнăçра тупăнакан йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ.

– Уйрăм предприниматель ĕçне пикениччен нумай шутлама тиврĕ. Чун выртмалла-çке, унсăрăн нимĕн те пулмасть. Паллах, вырăнти майсемпе мелсене те шута илмелле: сĕте паракансем пулĕç-ши? Юлташсемпе тата атте-аннепе канашласа илнĕ хыççăн пăлханăва хамран сиртĕм. Килте ГАЗель автомашина пурччĕ те, унпа ĕмĕте пурнăçа кĕртме мехел çитертĕм, – терĕ В.Балыков.

Ярмушка ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансемпе пĕрре мар курса калаçма тивнĕ. Çамрăка ăнланакансем тупăнсах тăнă. Малтанхи вăхăтра Мăн Элменти Мефодий Федоров та пысăк пулăшу панă. Хавхалану вара çула уçнă.

– Пĕрремĕш çул халăхран пуçтарнă сĕте Вăрнарти завода кайса патăм. Хыççăн Çĕрпĕве куçрăм, Элĕке те ăсатрăм. Юлашки икĕ çул патăрьелсемпе ĕçлетĕп. Калинино салинче сĕте сивĕтмелли хатĕр те вырнаçтарса лартма май килчĕ. Çу кунĕсенче унпа ялан усă куратпăр. Халăхран сĕт пуçтарассипе ĕçленĕ май çулла çеç мар, хĕлле те канма вăхăт çук. Уявра та ялан ĕçре. Уншăн ÿкĕнместĕп, мĕншĕн тесен хăвна ирĕке ямастăн, çитменнине, çирĕпленетĕн кăна, – пĕлтерчĕ Ярмушка çамрăкĕ.

Валерий Балыковăн ачалăхĕ çак ялта иртнĕ. Ярмушка шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Вĕренме юратнă, пĕр предмета тепринчен уйăрман. Кĕнеке те вулама кăмăлланă. Унăн дневникĕнчен «4» тата «5» паллă татăлман. ,çе те хакланă. Каникул кунĕсенче «Юнтапа» хуçалăхра вăй хунă. Вунпĕрмĕш класа ăнăçлă пĕтерсен малалла вĕренме тĕллев тытнă. Шупашкарти экономикăпа менеджмент институчĕн студенчĕ пулса тăнă.

– Вĕренсе пĕтерсен тепĕр куннех салтака каймалла пулса тухрĕ. Хабаровск тăрăхне лекрĕм. Çыхăну çарĕнче службăна ирттертĕм. Çулталăкран тăван кĕтесе таврăнтăм. Хула енне чун туртмарĕ, «Юнтапа» хуçалăхра ĕçе вырнаçрăм. Кунта пĕр çул майлă ĕçлерĕм те халăхран сĕт пуçтарма шутларăм, – кăмăллăн калаçрĕ çамрăк.

Валерий Владимирович çемье çавăрман-ха, хальлĕхе тĕп вырăнта уншăн юратнă ĕç тăрать. Паянхи кун ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать.

– Пирĕн килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх картиш тулли. Вунă ĕне тытатпăр. Вĕсене анне ятарлă агрегатпа сăвать. Ĕçĕ çителĕклех: апат та памалла, витери тислĕке те хырса кăлармалла, çавăн пекех шăвармасăр та май çук. Выльăхсене хĕл каçарма апат çителĕклех хатĕрленĕрен выçă нихăçан та тăратман, – калаçу çăмхине сÿтрĕ В.Балыков.

Техникăсăр нимĕн те тăваймăн. 2014 çулта çĕнĕ «Беларуç» трактор туяннă. Хĕрÿ тапхăрти ĕçсене пурнăçлама вара тĕрлĕ агрегатсем илнĕ. Пĕтĕм ĕçе механизациленĕ.

– Сĕт хакĕ пирĕнтен кăна килмест. Халĕ пахалăх çине те пăхма тивет. Шел пулин те, сĕте шыв хушакансем кашни ялтах тупăнаççĕ. Ултавпа вара малалла нумай каяймăн, – шухăша уçрĕ 27-ри каччă.

Валерий Балыкова ял пурнăçĕ килĕшет. Хулана куçасси пирки вуçех шутламасть. Пурăна киле уйрăм çурт çĕклесе лартас тĕллевлĕ. Ĕç-хĕле аталантарасси те тĕп вырăнтах пулĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.       

  

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика