Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕр çинче 77 çултан канлĕх тупрĕ

25 апреля 2018 г.

Вăрçă ахрăмĕ каллех пирĕн чĕресене хускатрĕ, унта хутшăннă кашни çын паттăр пулнине, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пурнăçне шеллеменнине татах та çирĕплетрĕ

Кашни салтак шăпи – хăй пĕр истори, çĕршыв историйĕн пĕр пайĕ. Виçĕмкун акă Хирпуçĕнчи Александр Платонович Платоновăн страници çĕнĕрен çырăнчĕ темелле – хыпарсăр çухалнисен йышĕнчен тухса вăл тăван çĕр çинче канлĕх тупрĕ. Паттăрла пуç хунă хыççăн – 77 çултан.

Александр Платонович Платонов 1919 çулта çуралнă. Тискер вăрçă пуçланиччен икĕ çул маларах Хĕрлĕ Çарта службăра тăнă. Пĕр ял çынни Валерий Волков Александр Платоновича салтака ăсатнине лайăх астăвать. «Хирпуçĕнчен пĕр вăхăтра ял-йыш тăватă çамрăка ăсатрĕ% Петр Волкова, Филипп Краснова, Михаил Михайлова тата Сантăр пиччене. Эпĕ Александр Платоновичăн шăллĕпе – Емельянпа туслăччĕ. Эпир те вĕсемпе сывпуллашма уй хĕрне чупса тухнăччĕ», – терĕ вăл.

Вăрçа малтанхи кунсенчех кĕнĕ. Вĕсем тăракан полк нимĕçсен тапăнăвне малтисен шучĕпе хăйсем çине йышăннă. Пирĕн çарсем йывăр çухатусем тÿснĕ. Александр Платонов телефонист 1941 çулхи августăн 26-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнисен йышне лекнĕ.

Çулталăк пуçламăшĕнче Хирпуçĕнче пурăнакан тăванĕсем патне вуншар çул кĕтнĕ хыпар çитнĕ% Смоленск облаçĕнчи Ярцево çывăхĕнче ку регионăн «Штурм» шырав отрячĕ Платонов красноармеецăн юлашкийĕсене тупнă. Комсомольски районĕнчи Валентина Филиппова (пирĕн ентеш, Хурăнсур Çармăсран) ертсе пыракан «Наследие» отряд çак хыпар тăрăх вилĕм медальонĕн тата «Платонов» тесе çырнă кашăкăн хуçи кам, ăçтан пулнине пĕр каçра тупса палăртнă. Тăванĕсен, паллах, тÿрех ун юлашкийĕсене çуралнă çĕре илсе таврăнас тесе шутланă.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Вăрнар район делегацийĕ, вăл шутра паттăр салтакăн тăванĕсем те, Смоленск облаçĕнчи Ярцево хулинче иртнĕ «Пĕр вăрçă – пĕр шăпа» торжествăлла-траурлă мероприятие хутшăннă. Официаллă майпа вĕсене Александр Платонович Платоновăн юлашкийĕсене тăван тăрăхра пытарма парса янă.

Александр Платоновичăн юлашкийĕсене тупнине пĕлнĕ хыççăн ялта пурăнакансем ăна киле хăçан тавăрассине тăтăшах ыйтнă иккен. Ентешлĕх, астăвăм туйăмĕ вĕсенче вăйлă пулнине виçĕмкун Хирпуçĕнчи культура çуртне халăх тулли пухăнни аван çирĕплетрĕ. Ял-йышсăр пуçне кунта республикăри шырав отрячĕсем, казаксен юхăмĕн районти отрячĕ, çар юлташлăхĕн представителĕсем те килсе çитнĕ.

Нумай асап тÿснĕ Çветтуй Георгий Çĕнтерÿçĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Панзин протоиерей вилнĕ салтак ячĕпе ирттернĕ кĕлĕ хыççăн торжествăлла митинг пулчĕ. Александр Платонов тупăкĕ умĕнче Калинино шкулĕн кадет тата Çĕрпел шкулĕн пограничниксен отрячĕсем хисеплĕ караул тăчĕç.  

Пухăннисем умĕнче Хирпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Прокопьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Чăваш Республикин çар комиссарĕн помощникĕ Вячеслав Илюткин, Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ Владимир Венедиктов, «Поисковое движение России» обществăлла организацин республикăри уйрăмĕн ертÿçи Евгений Шумилов, паттăр салтакăн пиччĕшĕн хĕрĕ Валентина Аникина тухса каларĕç. Вĕсем çĕнтерÿçĕ-ăрăвăн калама çук пысăк паттăрлăхне, вăй-халне, чи кирли – патриотизмне палăртрĕç. «Александр Платонов чи малти ретре пынă. Вăл тарман, чакман, паттăрла çапăçнă. Пирĕншĕн, пулас ăрусемшĕн...» – кашнин сăмахĕ çакнашкал  шухăша пĕрлешрĕ.

Александр Платонович Платонов çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн 22 çулта пуçне хунă. Виçĕмкун вăл 77 çул иртнĕ хыççăн республикăри хыпарсăр çухалнă 52 пин ытла салтак йышĕнчен тухса тăван тăрăха таврăнчĕ.

Амăшĕ мĕн виличчен те аслă ывăлне кĕтме пăрахман. 1957 çулта тепĕр ывăлĕн арçын ача çуралсан ăна Саша ят хума ыйтнă иккен. Ун пилне пурнăçланă, хăй вара нумай çул чĕрере йăтса çÿренĕ хуйха пула чирлесе кайнипе уйăхранах çĕре кĕнĕ.

Александр Платоновичăн ашшĕ алăсти пулнă, ку туртăм ачисене те куçнă иккен. Çакна паттăр салтак кашăкĕ çине «Платонов» тесе шаккаса çырни те çирĕплетет, терĕç тăванĕсем.

Хирпуç масарĕнче тăванĕсемпе юнашар (амăшĕ те инçех мар) канлĕх тупиччен Александр атте паттăр салтак ячĕпе панихида ирттерчĕ. Александр Платонович Платоновăн юлашкийĕсене пăшал сассипе тата оркестр кĕввипе чыслăн пытарчĕç. Кĕçех ун вилтăприйĕ чĕрĕ чечексем айне пулчĕ.

Александр Платонович Платонов тăван ялне салтака тухса кайнăранпа 79 çултан «таврăнчĕ». Ял-йыш ăна юлашки çула чыслăн ăсатрĕ.

Çак пулăм Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн пулса иртни те пĕлтерĕшлĕ.  Мĕнпур ăрушăн – патриотлăх тĕслĕхĕ. Вăрнар тăрăхĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 11526 çын тухса кайнă, 5961-н паттăрла пуçĕсене хунă. Вăрнарти чукун çул вокзалĕнче ку вăрçа тата мирлĕ пурнăçри хирĕçтăрусене хутшăннă салтаксене асăнса часовня çĕклеме  шут тытни те пысăк ĕç. Пулăшуçăсем тупăнсан кĕçех кунта паттăрла пуç хунисен ячĕпе çуртасем çуталĕç...

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

  

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика