15 ноября 2017 г.
Çăлкас Кăкшăмра пурăнакан Эммануил Сергеевич Ластухиншăн çапла калама сăлтавĕ те пур. Пурнăçра темĕнле лару-тăру сиксе тухсан та пуçа усман вăл – тарăнрах шухăшланă та телее урăхла «çăварлăхлама» ăнтăлнă.
«1-мĕш класа кайнă чух вăрçă йăтăнса тухрĕ...» – калаçăва Эммануил Сергеевич çак сăмахсенчен ахальтен пуçламарĕ. Ку йывăр тапхăр асĕнче самай тарăн йĕр, чунне ачаллах амантни куçĕнчен чăмăртаннă куççулĕ, пăлханса кайни аван кăтартрĕ. Ашшĕне тÿрех вăрçа илнĕ. Юрать, тăшман пульли ун чунне çимен – 1945 çулта вăл çемьене тĕрĕс-тĕкелех таврăннă.
Тем пек йывăр пулсан та вĕренме тăрăшнă Эммануил Сергеевич. Малтан ялта, кайран Калининăра 7 класс вĕренсе пĕтерсен Çĕмĕрлери столярсен техникумне кайма ĕмĕтленнĕ. Анчах та вĕренме чĕнсе илес вырăнне ăна çырупа çапла пĕлтернĕ: «Техникума чухăнсене е ашшĕсем вăрçăра вилнисен ачисене çеç илеççĕ».
Аптраса тăман Эммануил Сергеевич. Калининăра ултă уйăхлăх бухгалтер курсĕнче пĕлÿ илнĕ. Пĕр вăхăт тăван колхозра счетовод-кассирта тăрăшнă. 1951 çулта вербовкăпа Мускава тухса кайнă. Мостеплосетьстройра слесарь-сантехникра тăрăшнă. «Никам та чăваш ухмахĕ тесе каламан. Пĕрле ĕçлекенсем питĕ хисеплетчĕç», – аса илет вăл.
Кунтанах çара кайма ят тухнă. Службăра Киевра тăнă. Тăватă çултан демобилизациленсен аппăшĕсем вăл вăхăтра переселенипе Красноярск крайне куçнине пĕлсе унта вĕçтернĕ. Верхнеусинск салинчи ача çуртне ĕçе вырнаçнă. Каçхи шкулта тепĕр класс пĕтернĕ. Яланах хастар пулнă, çавна май ăна тĕрлĕ комитетсене суйланă.
Анчах та ашшĕн ывăлне аякри çĕрсенче çÿретес килмен: Эммануил Сергеевича тăван тăрăха таврăнма ыйтнă. Итленĕ. Пĕр вăхăт Чувашсельэнергострой тытăмĕнче вăй хунă, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи объектсене электрификацилес ĕçе хутшăннă.
Чăн тивĕçне вара вăл тăван колхозра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлесе туптанă тесен те йăнăш мар. 32 çул ку енĕпе тимленĕ вăл. Салтакра дивизи-парти шкулĕнче ăс пухнăран калаçма пултарнă, çавна май лекцисем нумай ирттернĕ. Хастарлăхне кура часах зоотехника ферма заведующине лартнă.
Ку енĕпе пĕлÿ çителĕксĕррине вăл пĕрремĕш хут ĕне пăрулаттарма тивсен ăнкарса илнĕ. Çавăнпа та председатель тыттарнă «Çамрăк специалистăн справочникĕ» кĕнекине пăхмасăр тенĕ пек вĕреннĕ, ятарлă литература нумай вуланă, ытти колхозсенчи ĕçтешĕсен опычĕпе паллашнă. Совпартшкула пĕтернĕ, чылай çул комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă.
Асĕнче ун уйрăмах райкомра ĕçленĕ икĕ çулхи тапхăр çырăнса юлнă. Районти вĕренÿ, медицина, культура отраслĕсен ĕçне йĕркелесе пынă. «Маншăн Анатолий Викторович Емельянов идеал пулнă. Мĕн тери ырă, вăйлă, тĕрĕс чунлă çынччĕ. Хама унпа пĕрле ун «шкулĕнче» ĕçлеме тивнишĕн шăпана тем пек тав тăватăп», – тет Эмманиул Сергеевич.
Эмманиул Сергеевич хăй те çынлăха мала хунă. Фермăра пуçлăхра тимленĕ вăхăтра ĕç çыннисене халăх умĕнче нихăçан та вăрçман, вĕсем çинчен ыттисем умĕнче калаçман. «Халăх умĕнче калани çынна пĕтерсе-антарса лартни пулать», – тет вăл.
Хăйĕн коллективне тĕрлĕ енлĕ хавхалантарма тăрăшнă. Музыкăна аван ăнланнăран хор та йĕркеленĕ, икĕ хутчен Шупашкар сцени çинче юрлама тивĕçнĕ. Пухусенче халăха кăсăклантарса ярас тесе яланах танлаштаруллă отчетсем тунă: район, республика, çĕршыв кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.
Мăшăрĕпе, Римма Арсентьевнапа, пилĕк ачана кун çути панă вĕсем. Пурте вĕреннĕ çынсем. Шел, пĕрин пурнăçĕ ытла кĕске пулнă.
Римма Арсентьевна та ĕмĕрне «Ленинец» колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Малтан вунă çул дояркăра, кайран 34 çул – техник-осеменаторта. Сĕт сăвассипе районта пĕрремĕш вырăна алăран яман вăл. Выльăхсене пĕтĕлентерессипе те кăтартăвĕсем районта çеç мар, республикăра та чи лайăххи пулнă.
Çемьери ырă тĕслĕхшĕн Ластухинсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăланă.
Эммануил Сергеевич хăйне телейлĕ çын тесе шутлать. Юратнă мăшăр çумра, ачисем савăнтараççĕ, мăнукĕсем куç тулли, ĕмĕр тăршшĕпе ĕçрен киленÿ çеç илнĕ...
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"